Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Уй-хирсенчи юлашки ӗçсем

«АгроТрансПорт» общество юлашки уй-хир ӗçӗсенчен пӗри пулнă –  хӗвелҫаврӑнӑш çапса илессине вӗçлесе пырать

Çак кунсенче Ильмас Низамов, Анатолий Хохлов тата Юрий Биктиряков çӳретекен виçӗ «Класс-Тукано» 164 гектар лаптăка йышăнакан хирти хӗвелçаврăнăша çапса илессине вӗҫлесе, 78 гектарлă хире куçса ӗç пуçланăччӗ.  Хирте хӗвелҫаврӑнӑш çапакан комбайнсем ҫумне «КамАЗ» автомобильсем ҫирӗплетнӗ. Сергей Колпаков, Анатолий Никифоров, Фиолит Садеев тата Шамиль Камалетдинов ертсе пыракан «КамАЗ» автомобильсем çапнă хаклă пӗрчӗсене обществӑн тырă йышăнакан пунктне турттараҫҫӗ. Механизаторсем каланӑ тӑрӑх, кунне темиҫе рейс тума ӗлкӗреҫҫӗ вӗсем.

– Çак хаклӑ культурăна 1100 гектар лаптӑк ҫине акнӑччӗ. Çавăн  900е яхăн гектарне çапса илнӗ. Хиртен пӗрчӗсем 8-9 процент нӳрӗлӗхпе килеççӗ. Унтан хӗвелҫаврӑнӑш пӗрчисене ют çӗршывра туса кăларнă  «Петкус» маркăллă, пӗр вăхăтрах тасатас тата типӗтес ӗçсене пурнăçлакан агрегат урлă кăларса, кӗлете сыхлама хуратпăр. Кашни гектартан тухнă тухӑҫ вӑтамран 20 центнера тӳрӗ килет. Кунсем çавăн пек хӗвеллӗ, типӗ тăрсан вăрăма тăсмасăр  хӗвелҫаврӑнӑш çапассине вӗçлӗпӗр те тесе шутлатӑп, – тет обществӑн тӗп агрономӗ Ильдар Усманов.

Механизаторсем пурте тенӗ пекех ҫуркуннерен пуçласа сӗм кӗркуннеччен хирте вăй хураççӗ, хире сухаласси, культивацилесси, акасси, ӳсентӑрансене пӑхса ӳстересси, удобрени кӗртесси тата ӳсентăрансемшӗн кирлӗ пулакан ытти агротехника ӗҫӗсене пурне те вӗсен вăйӗпе пурнăçлаççӗ. Хирти ӗçсем  вӗҫленнӗ хыҫҫӑн, хастар механизаторсем техникӑна, сӳресене тата ытти прицеплӑ агрегатсене юсамалли ӗçсене пуçăнаççӗ.

Реклама

Справка

Паянхи кун районӗпе 2100 гектартан ытла лаптăк çинчи хӗвелçаврăнăш культурине вырса çапнă. Кашни гектартан вӑтамран 18,7 центнер тухӑҫ тухать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Реклама

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев