Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Утӑ хатӗрлеҫҫӗ, сенаж хываҫҫӗ

Хресчен-фермер хуҫалӑхӗсенче, районти агрофирма филиалӗсенче выльӑх-чӗрлӗх валли хӗллехи тапхӑршăн апат хатӗрлесси малалла пырать

 

Районта кӑҫалтан пуҫласа ӗҫлеме пуҫланӑ «Чистополье» холдинг компанийӗн «Рассвет Агро-Çӗпрел» агрофирминче хӗллехи тапхӑр валли выльӑх апачӗ хатӗрлес ӗç хăвăрт темппа пырать.

Агрофирмăн Упи филиалне ҫитсен эпир ҫакна хамӑр куҫпа куртӑмӑр.  60 гектар лаптăк йышӑнакан люцерна хирӗнче "John Deere" маркӑллă вакласа тиекен комбайнпа ӗçлекен Николай Мокшин тата «Ягуар-1850» маркăллă комбайна çӳретекен Ильназ Валиуллин çумне вуншар «КамАЗ» автомашина ҫирӗплетнӗ. Шоферсем кунне темиҫе теҫетке рейс тума ӗлкӗреҫҫӗ. Агрофирмӑри ӗҫе икӗ сменӑпа йӗркеленӗ. Апат картинчи сенаж траншейине «КамАЗ» автомашинăсемпе илсе килсе пушатнă симӗс массӑна «Кировец-742» маркăллă тракторпа Марат Тазетдинов тӗрттерсе тикӗслет тата таптаса, пусарса тăрать. Ҫӗрлехи сменӑра ăна Сергей Топтыгин улăштарать.

Каччăсем Аслă Аксу, Çӗнӗ Йӗлмел, Хураката филиалӗсенче сенаж хывас ӗҫе вӗҫлесе килнӗ.

– Выльӑх апачӗн сенаж траншейисем Аслă Аксу, Çӗнӗ Йӗлмел, Хураката тата Упи филиалӗсенче пулаҫҫӗ. Ҫав филиалсенчен кашнинчех тӑватшар пин тонна сенаж хатӗрлес задача тӑрать.  Нумай ҫул ӳсекен курӑксен масси кăçал питӗ лайăх. Апатне планланинчен те ытларах хатӗрлетпӗр пулӗ, тесе шутлатпăр.  Утӑ, сенаж хатӗрлес ӗҫре тӗрлӗ техникӑн 50 яхӑн единицине явӑҫтарнӑ, вӗсем пурте пысӑк тухӑҫлӑ, хальхи вӑхӑтри, – тет «Чистополье» холдинг компанийӗн производствин директорӗ Дмитрий Коротких.

 

Темăна малалла тăсса

Ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, июлӗн 14-мӗшӗ тӗлне районта мӗнпурӗ 2988 тонна утӑ хатӗрленӗ, 25932 тонна сенаж хывнă. Пӗтӗмӗшле илсен, районӗпе 6754 гектар ҫинче нумай ҫул ӳсекен курӑксене ҫулнӑ. Вӑтамран кашни выльӑх пуҫне 12,2 центнера яхӑн апат единици пухнӑ.

Уйрӑм хуҫалӑхсене илес пулсан, «Цильна» обществӑра 9865 тонна сенаж хывнă, утӑ – 855 тонна, «Эталон-Агро» обществӑра вара 1362 тонна сенаж тата 185  тонна утă хатӗрленӗ, «Низамов А. А.» хресченпе фермер хуҫалӑхӗнче 300 тонна сенаж хывнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев