Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Урамсене, парксене чечексем капăрлатӗç

Район центрӗнче, ялсенче урамсене, административлӑ зданийӗн таврашне чечексем лартаççӗ

«Фламинго» общество кăçал район центрӗнче кӑна  5500 тӗп чечек лартнӑ. Тӗпрен илсен, пирӗн енчи çанталăка чăтăмлă петуни, бегони, бархатцы тата ытти чечексем урамсене кӗркуннечченех илемлетсе ларӗç. Çак чечексене Ульяновск облаҫӗнчи теплицӑсенче ӳстереççӗ.

Обществăн ертӳҫи Альфред Низамов ҫак илеме, чи малтан, районта пурӑнакансемпе килекен хӑнасемшӗн тăваççӗ, тет. Ҫавна кура та кашниех чечексем тӗлӗшпе  асӑрхануллă та сыхă пуласса шаннине пӗлтерет.

Чечек лартакансен бригади вара 7 ҫынна пӗрлештерет. Вӗсен хушшинче чечексене çӗр çине лартакансем те, вӗсене тымарлантарассишӗн, Ильмас Хайруллинпа Фанис Яруллин пек, шыв сапакансем те пур.

–   Район центрне илемлетес ӗҫе эпир 10 ҫула яхӑн хутшӑнатпӑр ӗнтӗ. Урамсенче чечексем ӳсеҫҫӗ пулсан питӗ илемлӗ-ҫке, –  теҫҫӗ арлă-арăмлă Айнулловсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев