Районти Культура çуртӗнче иртнӗ мероприяти хӑйӗн тăван енне юратакансене, чыслă çӗсемпе ăна пуянлатакансене тата илемлӗрех тӑвакансене пурне те пӗрлештерчӗ
Ял ӗçченӗсене Ҫӗпрел муниципаллӑ районӗн пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, Патшалӑх пурлӑхӗн управленийӗ енӗпе Федераци агентствин Тутарстан тата Ульяновск облаҫӗнчи регионсен хушшинчи территорири управленийӗн ертӳçи Альберт Хайрутдинов, Тутарстан Республикинчи хăй çӳрен машинăсен тата ытти техникӑн техника тӗлӗшӗнчен тӗрӗслес енӗпе ӗҫлекен управленийӗн начальникӗ Радик Зиятдинов, «Ак барс» холдинг компанийӗн агропромышленность комплексӗн генеральнӑй директорӗн çумӗ Камиль Галиев саламларӗҫ.
— Паян эпир çăмăл мар ӗçе пӗтӗмлетӳ тӑватпӑр тата районти чи лайӑх ӗҫченсене чыслатпӑр, – тесе палӑртрӗ Марат Гафаров, – типӗ ҫанталӑк тӑнине пӑхмасӑрах, кашни звено тăрăшуллă ӗҫленине пула эпир 64 пин тоннăран ытла тырӑ тата 90 пин тонна сахӑр чӗкӗнтӗрӗ пухса илме пултартӑмӑр. Ҫуллахи шӑрӑх ҫанталӑк культурӑсен тухӑҫлӑхне чакарчӗ. Анчах та ҫӗр ӗҫченӗсен ӗҫченлӗхӗпе опычӗ пулӑшнипе эпир ҫак сăнавсене те тӳссе ирттертӗмӗр. «Цильна» ял хуҫалӑх пӗрлешӗвӗ, «П.В.Дементьев ячӗллӗ агрофирма», «Бикчуров», «Низамов» хресчен-фермер хуҫалӑхӗсем, «АгроТрансПорт» общество тата ыттисем те ҫулсерен кашни тапхӑрта та пысӑк кӑтартусем çӗнсе илеççӗ, – терӗ район пуҫлӑхӗ.
Вӑл ӗҫченсене, ветерансене пурне те тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн тав турӗ. Ҫирӗп сывлӑх, телей, ырлӑх, ӗҫӗсенче ҫитӗнӳсем сунчӗ тата федераци, республика, район шайӗнчи парнесем, медальсем пачӗ.
Радик Зиятдинов та ТР Премьер-министрӗн çумӗ – ТР ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ министрӗ Марат Зяббаров ячӗпе районти ял хуҫалӑх ӗҫченӗсене чунтан тав сӑмахӗсем каларӗ.
Ял хуҫалӑх управленийӗн начальникӗ Талгат Халитов та хăйӗн коллегисене тав сӑмахӗсем пӗлтерчӗ.
– Агрономсене, механизаторсене, выльӑх-чӗрлӗх пăхакансене, ветеринарсене тата ял ӗҫченӗсене çӗнсе илнӗ кăтартăвӗсемпе тата тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн тав тӑвас тетӗп. Эсир тăрăшса ӗçлетӗр, çавна май ял хуҫалӑх никӗсне ҫирӗплететӗр тата агропромышленность комплексне ҫирӗппӗн аталантарассине тивӗҫтеретӗр. Сире тата сирӗн ҫывӑх ҫыннӑрсене ҫирӗп сывлӑх, телей, ырлӑх, тулăх пурнӑҫ сунатӑп! – терӗ районăн тӗп аграрийӗ.
Мероприятие хутшӑнакансем валли Тутарстан тата Чӑваш Республикин паллӑ артисчӗсем хутшӑннипе концерт хатӗрленӗччӗ.
Справка
Ҫӗпрел районӗнче ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ 80 ӗҫченӗ пурӑнать. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ – Раҫҫей Федерацийӗн ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗсем.
Нет комментариев