Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

«Туган як»: 90 çул -«Хаçат çапла пичетленетчӗ»

Лена Садыкова (Залялова), Свердловск облаҫӗ, Березовский хули:

– Эпӗ, Лена Сабировна Залялова, 1957 ҫулта Çӗпрел вӑтам шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн, ҫав ҫулах сентябрӗн 10-мӗшӗнче «Коммунар» хаҫат редакцине ӗҫлеме килтӗм. Мана наборшица ӗçне (вӗренекен пулнă май) илчӗç. Декабрь уйăхӗнче Хусанти училищӗне вӗренме ячӗç. 1959 ҫулта училищӗне вӗренсе тухрӑм та типографие печатница (хаçат пичетлекен) пулнă май таврӑнтӑм.

Мӗнпур тӗрлӗ сасса пусаракан сасăллă, пысӑк машинӑсем... Талер (пуçтарнă хаçат полосисене вырнаçтарнă вырăн) çӳресе тăрать. Барабан та çаврăнать. Çав барабан çине хӗскӗчсем майлаштарнă. Барабан хӑй вырӑнне çаврăнса çитсен хӗскӗчсем пӗр çеккунта кăна уҫӑлаҫҫӗ. Ҫак ҫеккунт хушшинче пӗр хут  листине (42х60 см) шутарса антарса хурса ӗлкӗрмелле. Ӑна барабан илсе каять те, хута тивиччен валиксем  краска сӗртӗнсе иртнӗ саспаллисене, клищесене (цинк çине ӳкернӗ сăн ӳкерчӗксем) пичетлеççӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн хут барабанран хăтăлса çипсем çине, унтан «йывăç решеткесем» çине ӳкет. Вӗсем вара ăна ятарлӑ вырӑна кăларса хураççӗ. Çапла вара хаҫатӑн пӗр енӗ ӗçленет. Хатӗр пуличчен  унӑн тепӗр енне те пичетлесси пур. Унтан хаçатсене шутласа тухатӑн та ытамна илсе, йăтса почтăна кӗртетӗн. Эпир çӗрле ӗçлеттӗмӗр. Мӗншӗн тесен, ирхинехи ултă сехет тӗлне хаçатсене кӗртме ӗлкӗрмеллеччӗ. Тепӗр кунне хаҫата ҫырӑнса илекенсене валеçеççӗ.

1962 çулхине пирӗн района Пăва хулипе пӗрлештерчӗç. Эпир те Пăвана куҫса кайрӑмӑр. Майӑн 1-мӗшӗ тӗлне эпир Пӑва район хаҫатне кӑлартӑмӑр. Эпир Минзиган аппапа, иксӗмӗр, ӗҫлерӗмӗр. Саспаллисене пухакансенчен Рокия, Сания, Сатира тата ыттисем пурччӗ. Редакторӗ – Гали Хайрутдинов, унӑн çумӗ – Ядкарь  Айнуллов. Яваплӑ секретарь Нурмухамет Хисамов.

Лайӑх ӗҫлерӗмӗр, ҫамрӑклӑх ҫулӗсем пулнӑ. Час-часах аса илетӗп ҫав вӑхӑтсене. Ҫак статья урлă эпӗ хама пӗлекенсене, ентешӗмсене пурне те салам яратӑп. Редакцин паянхи коллективне юбилей ячӗпе саламлатӑп.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев