Тăван çӗршыв Паттăрӗсен кунӗ ячӗпе
Ҫӗпрел районӗнче, пӗтӗм ҫӗршыври пекех, Раççей историйӗнче ылтӑн саспаллисемпе ӗмӗрлӗхех вырăн илнӗ ентешӗмӗрсене аса илчӗç
Тӑван çӗршыв Паттӑрӗсен кунне – кашни çул 2007 ҫулхи декабрӗн 9-мӗшӗнчен пуçласа, палăртса ирттереççӗ. Ҫак кун эпир ҫапӑҫу хирӗнче паттӑрла вилнӗ е служба вахтинче уйрăмах паттӑрлăх кӑтартнӑ ентешсен ячӗсене аса илетпӗр.
Çак кун ӗҫ коллективӗсем, район администрацийӗн, ветерансен юхӑмӗн представителӗсем, Афган вӑрҫинче хутшӑннисем Çар тата Ӗҫ Мухтавӗн Монуменчӗ умӗнчи ӗмӗрлӗх вут, Паттăрсен бюсчӗсен умне чечексем хучӗç. Ун хыççăн митинг Паттăрсен аллейинче малалла пычӗ. Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ҫулӗсенче, ун хыççăн та çӗршыва хӳтӗлесе вилнӗ ентешӗмӗрсене пӗр минут шăп тăрса аса илчӗç, полици ӗçченӗсем автоматсенчен залп пачӗç. Ҫӗпрел муниципаллӑ районӗн пуҫлӑхӗ Марат Гафаров çак датӑпа Çӗпрел çыннисене саламларӗ.
– Ҫак уяв – Раҫҫей патшалӑхӗн чи йывăр сăнавӗсенче паттăрлăх кăтартнă, хăйсене хăйсем шеллемен ывӑл-хӗрӗсене манмалла маррине палăртасси. Вӗсен паттӑрлӑхне пула эпир мирлӗ тӳпе айӗнче пурӑнатпӑр, малашлӑха шанчӑклӑн пӑхатпӑр, ачасемпе мӑнуксем ӳстеретпӗр, Тӑван ҫӗршыв вӑй-хӑвачӗ кунран-кун ӳссе пынине куратпӑр. Ҫӗпрел районӗ хӑйӗн паттӑрӗсемпе тивӗҫлипе мăнаçланма пултарать. Вӑл ҫӗршывшăн 16 паттӑр ӳстерчӗ. Вӗсем хушшинче пилӗк Совет Союзӗн Геройӗ, икӗ – Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ, пӗр – Раҫҫей геройӗ тата сакăр Социализмла Ӗҫ Геройӗ пур. Вӗсен паттӑрлӑхӗ ӗмӗрлӗхе. Ӑруран ӑрӑва куҫса пыракан илемлӗ традици пулнă май, эпир вӗсем ҫинчен паянхи ҫамрӑксене те каласа паратпăр, – тесе палӑртса иртрӗ Марат Гафаров. Пирӗн районти ачасене ҫарпа патриотла воспитани парас тӗллевпе Пӗтӗм Раҫҫейри ачасемпе ҫамрӑксен общество юхӑмӗ ӗçлет. Çак юхăмăн активисчӗ Эльвина Яфизова (ӳкерчӗкре) тухса калаçса, çӗршыв историйӗпе мăнаçланмаллине, паттăрсен харсăрлăхне, ăс-тăнпа кăмăл-туйăм хаклăхне хисеплемеллине палăртрӗ.
Темăна малалла тăснă май
...Çак уявăн пысӑк историйӗ пур. 2007 çултан, РФ Патшалӑх Думи йышăннă решенипе килӗшӳллӗн, Раҫҫей çулсерен Раççейӗн Геройӗсемпе пӗрле Совет Союзӗн, Социализмла Ӗҫ Геройӗсене, Çветтуй Георгий тата Мухтав орденӗсен кавалерӗсене чыслама пуҫларӗ. Уяв кунӗ ӑнсӑртран кăна суйланман. Унӑн историйӗ 18-мӗш ӗмӗрпех пырса çыхăнать. 1769 ҫулта Екатерина II çӗнӗ ҫар парнине – Çветтуй Георгий Победоносец орденне туса кăларассине çирӗплетет. Çак орденпа ҫапӑҫура уйрăмах хӑюлӑх тата паттăрлăх кӑтартнӑ салтаксем парнеленеççӗ. Декабрӗн 9-мӗшне Раҫҫейре Георгий кавалерӗсен уявӗ пулнă май палăртса ирттереççӗ. 1917 ҫулта ордена та, уява та вăйран кăларнă. 2007 ҫулта вара, Раҫҫей Президенчӗн Указӗпе, декабрӗн 9-мӗшне Тӑван çӗршыв Паттӑрӗсен кунӗ пулнă май палăртса ирттерме пуçларӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев