Тав сана, Кивӗ çул! Ырă сунса кӗтетпӗр, Çӗнӗ çул!
Ҫӗпрел районӗ 2022 ҫула кӗтсе илме хатӗрленет. Районшӑн 2021 ҫул вара, мӗнле пулчӗ тата Çӗпрел ҫыннисене ҫӗнӗ ҫул мӗн илсе килӗ. Кун ҫинчен уяв умӗн район пуҫлӑхӗпе Марат Гафаровпа йӗркеленӗ калаçу та çакăн çинчен пулчӗ
– Марат Ринатович, паллă ӗнтӗ, Ҫӗнӗ ҫул – иртсе пыракан çула пӗтӗмлетӳ тумалли вӑхӑт. Эсир 2021 ҫул Çӗпрел ҫыннисемшӗн мӗнле пулчӗ тесе шутлатӑр?
– 2021 ҫул Тутарстан Республикинче тӑван чӗлхесемпе халӑхсен пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗ пек иртет ӗнтӗ, иртрӗ тесен те юрать пулӗ. Кӑҫал эпир район йӗркеленнӗренпе 90 ҫул ҫитнине уявларӑмӑр. Ҫӗпрел енӗ вӗт вăл – тутарсем, чӑвашсем ӗмӗр-ӗмӗрӗпех туслă, тăван пек пурӑнакан район. Хальхи вӑхӑтра та район шайӗнче наци уявӗсене эпир «Сабантуйпа» пуҫлатпӑр пулсан, тепӗр кунне «Акатуй» уявӗпе малалла тӑсатпӑр. Район шайӗнче йӗркеленӗ пӗтӗм мероприятисен тӗллевӗ те ҫак туслӑха упрасси, ҫирӗплетесси, хамӑрӑн йӑла-йӗркесене, пулас ӑрусене пуян чӗлхемӗре парса хăварасси, ҫамрӑксене патриотизм туйӑмӗсене вӗрентсе ӳстересси пулса тăрать. Эпир иртсе пыракан çулта район строительствине тата аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывакан легендарлӑ ҫынсене палăртрăмăр, вӗсене юбилей медалӗсене савăнăçлă лару-тăрура парса чысларӑмӑр, тӗлпулусем ирттертӗмӗр. Нумаях пулмасть ентешӗмӗрпе, ҫарпа сывлӑш авиацийӗн летчикӗпе, Раҫҫей Федерацийӗн Геройӗпе Газинур Гарифзянович Хайруллинпа тӗлпулу йӗркелерӗмӗр. Унчченрех Тутарстан Республикин халӑх артисчӗн, тава тивӗҫлӗ искусство деятелӗн Рафаэль Ильясовăн аса илӳ каҫӗ пулнăччӗ. Халь кӑна районта Халӑхсен Туслӑх орденӗн кавалерне, обществăн активлă ӗҫченне, поэт-фронтовика, ҫавӑн пекех, 80 яхӑн кӗнеке авторне, ентешӗмӗре Заки Нурие 100 çул тулнине, писательсен союзӗпе пӗрле, палăртса ирттертӗмӗр.
Кӑҫалхи çул тепӗр асра юлакан пулӑм – район энциклопедийӗн кӑларӑмӗ. Ҫакӑ вара нумай Çӗпрел çыннине пӗрлештернӗ пысӑк ӗҫ. Эпӗ районта тухса тӑракан «Туган як» («Тăван ен») хаҫатӑн 90 ҫулне уявланине историллӗ самант тесе каланӑ пулӑттӑм. Пӗр сӑмахпа каласан, ку ҫул пысӑк пӗлтерӗшлӗ самантсемпе тулчӗ. Эпир вӗсене, коронавирус инфекцие сарӑлма парас мар тесе мӗнпур требованисене пурнăçласа, хӑш-пӗр чарусен условийӗсенче ирттертӗмӗр.
–Пирӗн район экономики ытларах ял хуҫалӑхӗпе никӗсленсе тӑрать. Анчах та, юлашки ҫулсенче ҫутҫанталӑк юнтармăшӗсем Çӗпрелӗн ҫӗр ӗҫченӗсене çирӗп сăнаççӗ. 2021 ҫулта ял хуҫалӑх енӗпе палăртнӑ тӗллевсене пурнӑҫлама май килчӗ-и?
– Ҫапла, юлашки ҫулсенче пирӗн тӑрӑхра палăрса тӑракан типӗ ҫанталӑк кӑҫал уйрӑмах хытӑ систерчӗ. Ҫапах та ял ӗҫченӗсем вӑй хунине пула уй-хирсенчен, пӗтӗмӗшле илсен, 65 пин тонна тырӑ пухса илме май килчӗ, тухӑҫ гектартан – 116,1 центнер пулчӗ. Сахӑр чӗкӗнтӗрӗн тухӑҫӗ çулне кура савӑнтарчӗ, тесен те пулать – гектартан çывхартса шутласан 310 центнера тӳрӗ килет, вăл пӗтӗмӗшле илсен 90 пин тонна ытла пулчӗ. Юлашки ҫулсенче Çӗпрелӗн тавар туса илекенсем ҫураки çаврăнăшне хӗвелҫаврӑнӑш, рапс культурисене те кӗртме пуҫларӗҫ. Хӗвелҫаврӑнӑшăн вӑтам тухӑҫӗ кӑҫал гектартан 24 центнер пулчӗ, рапс 11 центнер яхӑн тухăç пачӗ.
2022 ҫулхи çураки валли мӗнпур уй-хире сухаласа тухма, кӗркунне 45 пин тонна выльӑх апачӗ хатӗрлеме пултартӑмӑр – ку та пирӗншӗн питӗ лайӑх кӑтарту. Мӗншӗн тесен пирӗн тӗллев – выльӑх-чӗрлӗх йышне чакарас марри, малтанхи ҫулсенчен аш-какайпа сӗт ытларах туса илесси.
Ял хуҫалӑх пӗрлешӗвӗсенче (формированисенче) мăйракаллă шултра выльăхсен йышӗ кӑҫал 13429 пуҫа тӳрӗ килет. Ҫав шутра ӗнесем – 4600 пуҫ. Кӑҫалхи 11 уйӑх хушшинче районти ял хуҫалӑх отраслӗнче 22 пин тонна сӗт, 1639 тонна аш туса хатӗрленӗ.
Ҫак кӑтартусен никӗсӗ ҫинче, паллах, уй-хирте, фермӑра талӑкра 24 сехет хушши ӗҫленӗ пирӗн ӗҫченсем тӑраҫҫӗ. Эпир вӗсене кашни ҫул районти Культура çуртне чӗнетпӗр, тав тӑватпӑр, чи малта пыракансене парнесем паратпӑр. Кӑҫал та ҫаплах пулчӗ – «Ял хуҫалӑхӗнче малта пыракансен слечӗн» уявӗнче ӗҫӗсенче пысӑк кӑтартусем тунӑ 160 ӗҫчене парнесем патӑмӑр, тӗлпулу йӗркелерӗмӗр. Ҫавӑнпа та эпир «Çӑкӑр, аш, сӗт пулнă чухне кăна юрлама та пулать» тенине нихӑҫан та манмастпӑр. Пӗр сӑмахпа каласан, тӑрӑшуллӑ халӑх Ҫӗпрел районӗнче пурӑнать. Выльӑх-чӗрлӗх усрасси, тырпул ҫитӗнтересси – ҫӑмӑл ӗҫ мар. Ҫапах та, районта 10-шар ӗне усракан, мӑйракаллӑ шултра выльӑх самăртакан ҫемьесем пур. Марс ял тӑрӑхӗнче Айметовсем, Халиловсем, сӑмахран. Шланккара – Махмутовсем, Ҫӗнӗ Йӗлмелӗнче – Амосовсем, Лысовсем. Районти ял хуҫалӑхне мала кăларакан Барис Гафуров ертсе пыракан «Цильна» хуҫалӑх ӗҫченӗсем... Ҫавӑн пек ҫынсемпе мухтанма та, мăнаçланма та пулать.
– Марат Ринатович, строительство тата тирпей-илем кӗртес енӗпе ӗҫсем, ҫулталӑк уйрӑм, кӑткӑс тесе каласан та, чарӑнса тăмарӗç пулас.
– Ку район ҫыннисемшӗн те, пирӗншӗн те пысӑк савӑнӑҫ. Чи савăнăçли – района шыв сечӗпе çавăрса илес ӗçсем малалла пыраççӗ. Мӗншӗн тесен таса, ӗҫмелли шыв ҫитменни – пирӗн районшӑн пысӑк йывӑрлӑх. Районти ҫак ҫивӗч ыйтӑва татса парасси республика Президенчӗ Рустам Нургалевич Минниханов пулӑшнипе, паллах, пысӑк ӗҫ калӑпӑшӗ малалла тӑсӑлчӗ.
Строительствăпа юсав ӗçӗсене тата та шутласа кайсан – Кивӗ Çӗпрелӗнчи нумай профильлӗ лицейре капиталлă юсав иртрӗ; тăлăх ӳснӗ ачасем валли 4 хваттерлӗ пурăнмалли çурт туса лартнă; Анат Чакă, Упи, Кивӗ Кахăрлă тата Çӗнӗ Упи шкулӗсенче «хальхи шкул» федераллă проект шайӗнче «Ӳсӗм пӑнчисем» функциллӗ зонӑсем йӗркеленӗ. 7 шкулăн апат-ҫимӗҫ блокне юсанă. Кивӗ Шемӗршел участок больницине ку чухнехилле ҫӗнетнӗ, Куршанкă-Шăхаль ялӗнче Фельдшерпа акушер пунктне хута янӑ, Тутар Тӗкки ялӗнче – модульлӗ магазин. Анат Хураката Культура çуртне, тӗп юсав хыҫҫӑн, хута ярӗҫ. Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнче йӗлтӗр бази туса лартнӑ, ялсенче парксем, кану зонисем йӗркеленӗ, нумаях пулмасть «Туслăх» паркӗ уçăлчӗ тата ытти те...
– Йӗри-тавралăха уяв сăнӗ çапнă. Пирӗн район Çӗнӗ ҫул уявӗсене уйрӑмах та хатӗрленет пулас. Ку енӗпе Эсир мӗн шутлатăр?
– Ҫӗнӗ ҫул вӑл – аслисемшӗн те, ачасемшӗн те хумхантаракан, асра юлакан пулӑм. Аслисем çинчен каласан та, Çӗнӗ ҫултан мӗнле-тӗр тӗлӗнтермӗш кӗтетпӗр пек вӗт. Ҫапла, халӑх ҫак уява юратать. Декабрь пуҫламӑшӗнчех, юр ҫӗр ҫинче выртман чухнех, районта уяв атмосфери пултӑр тесе, ҫӗнӗ ҫула хатӗрленме пуҫларӑмӑр. Халӗ ӗнтӗ организацисемпе учреждени ҫурчӗсем тӗрлӗ-тӗрлӗ çутăсемпе ҫуталса лараççӗ. Район центрӗнчи урамсене, район ҫыннисем хӑйсем те курса тăракан тӗп чăрăша кӑҫал уйрӑммӑнах, кашнин кӑмӑлне каймалăх илемлетнӗ.
Организацисемпе, учрежденисемпе, район центрӗнче, ялсенче пурӑнакансемпе пӗрле хатӗрленнине пула, эпир республикӑри районсем хушшинче йӗркеленӗ Ҫӗнӗ ҫула хатӗрленмелли конкурсра малти вырăнсене йышӑнатпӑр. Паллах, декабрӗн 31-мӗшӗнче эпир хамӑр та, çулсерен, районта пурӑнакансене тата килнӗ хӑнасене савӑнтарас тесе зданисемпе урамсене илемлетнӗ организацисемпе учрежденисенче ӗҫлекенсене парнелепӗр.
– Ҫӗнӗ ҫул вӑл – малашлӑха плансен тумалли, ҫӗнӗ ӗмӗтсен, тӗллевсен вӑхӑчӗ те. Эсир, Ҫӗнӗ ҫултан, район пуҫлӑхӗ пулнӑ май, мӗн кӗтетӗр?
– «Кирек мӗн курсан та эпир ҫӗршывпа пӗрле!» тенӗ пек, эпӗ хама халӑхран уйӑрма пултараймастӑп. Эпӗ те, ытти ҫынсем пекех, чи малтанах, пурнӑҫăмăра килсе кӗнӗ, кулленхи пурнăçра паллă пӗр чикӗлевсем кӗрме тивӗçлӗ пулнă COVID-19 вирус, маскăсем ҫухаласса кӗтетӗп.
Иртсе пыракан çул пурнӑҫ хаклӑхӗсем мӗн икенне тата пирӗн ҫывӑх ҫынсен пурнӑҫӗпе сывлӑхӗ мӗн тери паха пулнине тата тепӗр хут ӑнланма пулӑшрӗ.
Коронавирус инфекцийӗ пирӗн районшӑн та пӗр йӗрсӗр кăна иртнӗ тесе калаймастӑп. Эпир район çыннисене, паллă ентешсене ҫухатрăмăр. Вакцинаци кампанийӗ уйрӑмах ваттисем хушшинче ҫӑмӑл пырать тесе калама пултараймастӑп, çапах та, халӑхӑн 70 процентран ытларахăшӗ çак кампание ăнăçлă иртрӗ. Ҫакӑ пире вирус каялла чакӗ, тесе ӗмӗтленме май парать.
Ҫак йывӑр условисенче те хăйсен ӗçне тӗплӗн пурнăçланă районти медицина ӗҫченӗсене, социаллӑ сферăра, суту-илӳ ӗҫӗнче, пӗтӗмӗшле илсен, район пурнăçне, ӗҫне-хӗлне тивӗҫтерекен предприятисемпе организацисен ӗҫченӗсене тата волонтерсене тав тӑвас килет.
Малта çанă тавăрса ӗçлемелӗх ӗҫ нумай-ха. Эпир вӗсене пурне те, сывлӑхлӑ пулса, пурнӑҫлама тивӗç. Сӗт-çу завочӗ, улма-ҫырла тирпейлемелли тата упрамалли комплекссем тăвасси те пур-ха. Пирӗн промышленность площадкине ҫӗнӗ резидентсем явӑҫтармалла, ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем тумалла. Ҫавӑн пекех культура çурчӗсем, шкулсем, парксем тӑвас тата тирпей-илем кӗртес ӗҫе малалла тӑсӑпӑр. 2022 ҫулта Амфитеатр хыçӗнчи ҫырма-ҫатрана тирпей-илем кӗртӗпӗр, «Приказ» çырмин территорийӗнче кану зонине туса хурăпăр. Чи пысӑк стройкӑсенчен пӗри 1200 пуҫ валли сӑвакан комплексăн строительстви пулӗ, тесе ӗмӗтленетӗп. Кивӗ Шемӗршел, Чӑваш Шемӗршел, Чӑваш Ҫӗпрел ялӗсенче шыв кӗртес ӗҫе малалла тӑсăпăр, Упи ял тăрăхӗнче ултă ялта, Шланка ялӗнче шыв пӑрӑхӗн сетьне тăсасси те пур. Ҫаксене пурне те пурнăçлассишӗн федераллă, республика программисене активлă хастар хутшӑнӑпӑр. 2022 ҫулта район шайӗнче ҫулсем тӑвас енӗпе те пысӑк ӗҫсем пулӗç. Хулаçырми, Кӗçӗн Чăнлă, Упи енӗнчи çулсем ҫинчи юсав ӗҫӗсене малалла илсе пыма шутлатпăр. Ҫӗпрел районӗнче пурӑнакансем, республика ертӳҫисем, ҫавӑн пекех Турă пулăшнипе, эпир ҫакна пурне те пурнăçлăпăр.
– Калаҫу вӗҫӗнче тата тепӗр ыйту: район Пуҫлӑхӗ – вăл сирӗншӗн мӗнле ӗç?
– Ку вӑл канмалли тата уяв кунӗсемсӗр ӗҫ. Талӑкăн кашни самантӗнче район пурнӑҫне, районти лару-тӑрӑва пӗлсе тăрасси тата районта пурӑнакан 21 пин ытла ҫынна интереслентерекен ыйтусемпе пурăнасси. Паллах, кунта манăн коллегăсем – районти мӗнпур ертӳҫӗсем, специалистсем тăрăшса ӗҫлени те пӗлтерӗшлӗ. Приоритетлӑ ҫул-йӗр паллă – вăл пирӗн халӑхӑн тăнăçлăхӗ.
– Çитес 2022 ҫул умӗн Çӗпрел ҫыннисене эсир мӗн суннӑ пулӑттӑр?
– Пурне те телей, ҫирӗп сывлӑх, ҫитӗнӳсем, шухăш-ӗмӗтсене пурнӑҫлама сунатӑп. Ҫӗнӗ ҫул савӑнӑҫ ҫеҫ кӳтӗр! Ҫемьере тӑнӑҫлӑх пултăр, йӗри-тавралăх ачасен сассипе янраса тăтăр!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев