Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Шкулсенче вӗренӳ пуçланчӗ

Кăçал парта хушшине 1986 вӗренекен ларӗ, çав шутран 174 ача пӗрремӗш класа вӗренме килчӗ

Çӗпрелӗнчи шкулсем хăйсен вӗренекенӗсене çӗнӗ вӗренӳ çулне йышăнчӗç.

Çӗнӗ вӗренӳ çулӗ пуçланни çинчен хыпарласа, кашни шкулта пӗрремӗш шăнкăрав янăрарӗ. Вӗренекенсем  торжествăлла линейкăна пуçтарăнчӗç. Шкулсенчен нумайăшӗсенче пӗрремӗш хут вӗренӳ çурчӗн алăкне уçса кӗнӗ «пӗрремӗшсене» саламларӗç, çуллахи каникулсенче тӗрлӗ обществăсенче вăй хунă аслă класра вӗренекенсене тав туса, Хисеп грамотисем, парнесем пачӗç. Вӗренекенсем хăйсем те сăвăсем, юрăсем вӗренсе хунă, аслисене, вӗрентекенсене, шкулӗсене тав туса торжествăлла линейкăра вӗсем ăна янраттарчӗç.

Ӗнтӗ нумайранпа, йăлана кӗнӗ тăрăх, мӗнпур шкулсенче пулакан çакăн пек уяв мероприятийӗсенче районăн ертӳçисем хутшăнаççӗ, Хусан хулинчен çак кун района хăнасем килеççӗ. Кăçал вара Тутарстан Республикин Президенчӗ Рустам Минниханов ятӗнчен салам сăмахӗсене Альберт Хайрутдинов пӗлтерчӗ. Вӗренекенсене ăнăçлă вӗренӳ çулӗ тата лайăх паллăсем илме сунчӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев