Ҫӗпрел районӗн Совечӗн вунтӑваттӑмӗш ларӑвӗ иртрӗ.
Унта район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, Тутарстан Патшалӑх Совечӗн депутачӗ Шакир Ягудин, район Совечӗн депутачӗсем хутшӑнчӗҫ.
Тутарстан Республикин Ҫӗпрел муниципаллӑ районӗн Совечӗн вунтӑваттӑмӗш ларӑвне пӑхса тухма çак ыйтусене кӗртрӗç:
– Тутарстан Республикин Ҫӗпрел муниципаллӑ районӗн Уставне улшӑнусем тата хушăмсем кӗртесси ҫинчен;
– Тутарстан Республикин Ҫӗпрел муниципаллӑ районӗн 2022 ҫул валли тата 2023 тата 2024 ҫулсен планлă тапхăрӗн бюджечӗ ҫинчен;
– «Тутарстан Республикин Ҫӗпрел муниципаллӑ районӗн 2021 ҫул валли тата 2022 тата 2023 ҫулсен планлă тапхăрӗн бюджечӗ ҫинчен» 2020 çулхи декабрӗн 15-мӗшӗнчи 4/2 номерӗ Тутарстан Республикин Ҫӗпрел муниципаллӑ район Совечӗн постановленине улшӑнусем кӗртесси;
– Тутарстан Республикин Ҫӗпрел муниципаллă районӗн Алешкин-Саплӑк ял тӑрӑхӗн тӗп планне ҫирӗплетесси;
– Тутарстан Республикин Ҫӗпрел муниципаллӑ районӗн Совечӗн планне 2022 ҫул валли ӗç планне ҫирӗплетесси.
Депутатсем сӗннӗ пур ыйтӑва та пӑхса тухса, тивӗҫлӗ йышӑну турӗç.
Нет комментариев