«Пӗрремӗш шăнкăрав» янăрарӗ
Тӗп хыпар

«Пӗрремӗш шăнкăрав» янăрарӗ

Ҫӗпрел районӗн 29 пӗлӳ паракан учрежденийӗ ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче хӑйсен вӗренекенӗсене йышӑнма тытӑнчӗ. Шкулсене 1883 вӗренекен килчӗ, вӗсенчен 148шӗ – пӗрремӗш класа


Районти пӗлӳ паракан учрежденисенче «Пӗлӳ кунне» халалланӑ савăнăçлă линейкӑсем иртрӗҫ. Вӗренекенсемшӗн йӑлана кӗнӗ «Мир урокӗ» ирттерчӗç.

Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров ТР Патшалӑх Совечӗн депутачӗ Ринат Гайзатуллин Кӗçӗн Чăнлă тата 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вăтам шкулӗсенче иртнӗ савăнăçлă линейкӑсенче хутшӑнчӗç. Ринат Гайзатуллин Тутар Республикин Президенчӗн Рустам Миннихановӑн сентябрӗн 1-мӗшӗ – Пӗлӳ кунӗ ячӗпе янӑ саламлă сӑмахӗсене пӗлтерчӗ. Хӑнасем, çаплах, вӗренекенсемпе, аççӗ-амăшӗсене, педагогика составне ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗпе саламларӗҫ.

«Ҫӗпрел районӗнчи  отрасль технологийӗсен техникумӗнчи» студентсемпе педагогика коллективне пӗрремӗш шӑнкӑравпа тата Пӗлӳ кунӗ ячӗпе саламлама районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Данис Сатдинов килнӗччӗ. Палӑртмалла, ҫак кун пӗтӗм шкулсенче мероприятисенче районти тӗрлӗ предприятисемпе организацисен ертӳҫисем хутшӑнчӗç. Вӗсем пурте ҫак вӗренӳ ҫулӗ вӗренекенсемшӗн ҫӗнӗ пӗлӳ, ҫӗнӗ уçăмсен ҫулталӑкӗ пултӑр терӗç, ăнăçусем сунчӗҫ.

Кӗçӗн Чăнлă вӑтам шкулӗнче

Кӗçӗн Чăнлă вӑтам шкулӗнче кӑҫал 2022-2023 вӗренӳ ҫулӗнче 82 вӗренекен пӗлӳ илӗ, кӑҫал 1 класа 6 ача килнӗ. Шкул базинче йӗркеленӗ ача садне 15 ача йышӑннӑ. Савăнăçлă линейка вӑхӑтӗнче 1-мӗш класра вӗренекенсене пурне те портфельсем, парнесем, ҫавӑн пекех вӗренӳ отличникӗсене, шкул пурнӑҫне хастар хутшӑннă вӗренекен ачасене Хисеп грамотисемпе Дипломсем парса чысларӗç.

Пӗрремӗш шӑнкӑрава савăнăçлă линейкăра 11 класра вӗренекен Ильназ Бикбаев тата 1 класра вӗренекен Язиля Халилова янӑратрӗç.

Кӑҫал шкул столовӑйӗнче тӗп юсав ирттернӗ. Столовӑйра мӗнпур оборудование ҫӗнетнӗ, вӗренекенсене апатлантарма мӗн пур условисем йӗркеленӗ. Ҫавӑн пекех федераци «Точка роста» наци проекчӗпе биологи, хими кабинечӗсене кунта та юсанă, унта та хальхи лабораторисемпе оборудованисем те пулӗç.

1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вăтам шкулӗнче

Ҫӗпрел районӗнче чи пысӑк шкул шутланакан тата район центрӗнче вырнаçнă 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вăтам шкулӗн 458 вӗренекенӗ пур. Кӑҫалхи вӗренӳ çулӗнче шкулта икӗ 1 класс йӗркеленнӗ, унта 36 вӗренекен пӗлӳ илӗç.

Шкул хӑйӗн талантлӑ вӗренекенӗсемпе, тӗрлӗ олимпиадӑсен призерӗсемпе чапа тухнӑ. Шкул директорӗ Лилия Насибуллина та хӑйӗн сӑмахӗнче вӗренекенӗсемпе мӑнаҫланнине пӗлтерчӗ тата малашне ҫитӗнӳсем сунчӗ.

Техникумра

2022-23 вӗренӳ ҫулӗнче «Ҫӗпрел районӗнчи отрасль технологийӗсен техникумӗнче» 248 студент, тӗрлӗ специальноҫпа, пӗлӳ илӗ. Паянхи кун техникума 50 студента пӗрремӗш курса йышӑннӑ.

 


Нет комментариев