Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Прокуратура яланах закон хуралӗнче

Олег Гайнетдинов: «Граждансен, ҫав шутра ҫул ҫитменнисен тата социаллӑ хӳтлӗхсӗр категорисен прависене хӳтӗлессипе ӗçсем малалла пырӗç»

Ҫӗпрел районӗн прокуратури 2024 ҫулта тунӑ ӗҫсене пӗтӗмлетрӗ. Эпир те район прокурорне Олег Гайнетдинова темиҫе ыйту патăмăр.

— Олег Шарифгалиевич, эпир пӗлетпӗр, прокуратура ӗҫӗн тӗп ҫул-йӗрӗсенчен пӗри ҫул ҫитмен ачасем ҫинчен калакан законсене пурнӑҫланине тӗрӗслесси пулса тăрать. 2024 ҫулта закона пăснă фактсем палăрмарӗç-и?

— 2024 ҫулта район прокуратурине ҫул ҫитмен ачасем ҫинчен калакан Закона пӑснӑ 172 факта тупса палӑртнӑ. 
Сӑмахран, ҫурхи сезон пуҫлансан прокуратура ҫамрӑксен вӑйӑ тата спорт площадкисене тӗрӗслерӗ, тӗрӗслев вӑхӑтӗнче хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗсене тивӗҫтермен темиҫе площадка палăрчӗ. Начар кăтартусем ан пулччӗр тесе прокуратура ҫак ачасен тата спорт объекчӗсен харпӑрлӑхҫисен адресӗн тӗлӗшпе сӗнӳсем кӗртрӗ, закона пăснине палăртрӗ.

Апатланӳ йӗркеленӗ чухне закона пӑхӑннине тӗрӗсленӗ май, районти 6 пӗлӳ паракан организацире санитари нормисемпе правилисене пӑсни палăрчӗ. Унта та прокуратура çийӗнчех прокурорăн хушăвӗсене йышӑннӑ, вӗсен результачӗсем тăрăх закона пăснине палăртрӗç, айӑплисене дисциплина тӗлӗшӗнчен явап тыттарчӗç. Шкул çулне çитичченхи организацисен икӗ ертӳҫине административлӑ явап тыттарнă.

— Пирӗн районта ҫул ҫитмен ачасен тӗлӗшпе преступленилле хăрушлăхсем юнани пулмарӗ-и?

— 2024 ҫулта район территорийӗнче ҫул ҫитмен ачасен тӗлӗшпе 7 преступлени тунӑ, вӗсенчен пӗри — Анат Чакă шкулӗнче здани тăрринчен юр ишӗлсе аннине пула ача суранланни. Ҫавӑнпа пӗрлех ҫул ҫитмен ачасем тунӑ преступленисем палăрчӗç, ҫав шутра пӳрте кӗрсе вӑрлани те.

Ҫавна пула прокуратура 49 уголовлӑ ӗҫ пирки айӑплава ырланă, айӑплисене пурне те уголовлӑ явап тыттарнӑ. 
2024 ҫулта район прокуратури граждансен ӗҫ прависене хӳтӗлеме, медицина пулӑшӑвӗпе усӑ курма, ҫул ҫитмен ачасен, ҫавӑн пекех, нумай ачаллӑ ҫемьесен прависемпе законлă интересӗсене хӳтӗлеме ыйтса ҫырнӑ шырав заявленийӗсене суда янӑ.

Ҫавӑн пекех, преступленисенчен асап тӳснӗ граждансене хӳтӗлес ӗҫе те туса пыраҫҫӗ. Сӑмахран, 2024 ҫулта Хабаровск крайӗн судне Ҫӗпрел районӗнче пурӑнакан хӗрарӑмран илнӗ укҫана дроппертан(посредникрен) шыраса илесси ҫинчен калакан заявлени янӑ.

Район прокуратури пӗлтӗр инвалидсене, ҫав шутра ҫул ҫитмен инвалидсене эмел препарачӗсемпе тата сиплев апачӗпе тивӗҫтерес енӗпе палӑртнӑ ӗҫ туса ирттернӗ.

Район прокуратури ҫул ҫитмен ачана эмел препарачӗпе тивӗҫтересси ҫинчен калакан закона пӑснине пӗтересси ҫинчен, çавӑн пекех, Тутарстан Республикин Сывлӑх сыхлав министерстви инвалида сиплӗ апат-ҫимӗҫпе тивӗҫтересси ҫинчен калакан шырав заявленийӗсене суда янӑ.

— Терроризма, коррупцие хирӗҫ кӗрешес, вӗсенчен хӳтӗлемелли мерӑсене пурнăçланине пӑхӑнса тӑнине тӗрӗслес тӗлӗшпе тата ытти çавăн пек сферăсенче район прокуратури мӗнле ӗҫ тунӑ? 

— Район прокуратури социаллӑ инфратытӑм объекчӗсене терроризмаран сыхлассине тивӗçтерес енӗпе палӑртнӑ ӗҫ пурнӑҫланӑ.

Тӗрӗсленӗ хыççăн закона пӑсассине пӗтересси ҫинчен 6 представлени кӗртнӗ, административлӑ правӑна пӑсни ҫинчен 1 ӗҫ хускатнӑ, шырасса илес енӗпе 1 заявление суда янӑ. 

Прокуратурăн çак акчӗсене пӑхса тухнӑ, ҫырлахтарнӑ, закона пӑснисене пӗтернӗ. 

Ҫулталӑк вӗҫӗнче Тутарстан Республикин транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрне муниципалитетсем хушшинчи транспорт маршрутне йӗркелес енӗпе сӗнӳсем кӗртнӗччӗ.

Район прокуратури тӑратнӑ кӑтартусем тӑрӑх пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх сферинче халӑх пурӑнакан пӗр пункта шывпа тивӗҫтернӗ.

Коррупцие хирӗҫ кӗрешес енӗпе те палӑртнӑ ӗҫ пурнăçланă, закона пăснă 13 факта уçăмланă. 

Çутҫанталӑк сыхлавӗ сферинче район прокуратури йышӑннӑ мерӑсене пула санкцилемен виҫӗ ҫӳп-ҫап вырăнне пӗтернӗ.
Унсӑр пуҫне, район прокуратури йышӑннӑ мерӑсене пула организацисен 280 ӗҫченне хушма ӗҫшӗн тӳлеттерессине пурнăçланă.

Тӗрлӗ сферӑра правăна пӑсасран асӑрхаттарас енӗпе те ӗҫленӗ. 

Район прокуратурин ӗҫченӗсем çутӗç организацийӗсенче тата граждансен пухӑвӗсенче лекцисем те вуланӑ.

Тутарстан Республикин Прокуратурин, çаплах, район прокуратурин ӗçӗ-хӗлне халӗ Телеграмм каналра та пăхса пыма пулать. Унсӑр пуҫне прокуратура ӗçченӗсене Telegram-бот урлӑ ыйтусем пама тата ыйтса пӗлме май туса панă. 

Ҫавӑн пекех, районта пурӑнакансем 8 (84375) 2-27-91 телефон номерӗпе шӑнкӑравлама пултараҫҫӗ.

— Тавтапуҫ, калаҫӑвăршăн. 2025 ҫулта та район прокуратурине ӗçӗ-хӗлӗнче ӑнӑҫу сунатпӑр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев