Ҫӗпрелсем волейболра пӗрремӗш вырăна çӗнсе илчӗç
Тӗп хыпар

Ҫӗпрелсем волейболра пӗрремӗш вырăна çӗнсе илчӗç

Октябрӗн 28-29-мӗшӗсенче Пӑлхар хулинче Тутарстан Республикин муниципаллă ӗçченӗсен волейбол енӗпе арҫынсен командисем хушшинче (3 ушкӑн) Спартакиада ӑмӑртӑвӗ пулса иртрӗ.

Ӑмӑртусенче 15 команда хутшӑнчӗ. Вӑйă пӗтӗмлетӗвӗсемпе I вырӑна Ҫӗпрел районӗн команди çӗнсе илчӗ. Команда составӗнче район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров та вылярӗ. II вырӑна Черемшан районӗ,  III вырӑна Атня районӗн команди тивӗçлӗ пулчӗ.

Спас муниципаллă районӗн пуҫлӑхӗ Ф.В.Мухамматов тата Тутарстан Республикин волейбол федерацийӗн  Ӗҫ тӑвакан директорӗ М.З.Каримов ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене кубоксемпе, медальсемпе тата дипломсемпе парнелерӗҫ.

Малашне Тутарстан Республикинчи муниципаллă ӗçченсем бадминтон, футбол, шахмат, шывра ишес ăмăртусем енӗпе вăй виçӗҫ.


Нет комментариев