Ҫӗпрелсем ентешӗмӗре юбилей ячӗпе саламларӗç
Анатолий Музыкантов Упи ялӗнче ҫуралнӑ
Январӗн 29-мӗшӗнче Шупашкарти Трактор тăвакансен культура керменӗнче Раççей культура ӗçченӗ, паллă балетмейстер, педагог, «Сувар» халăх ташă ансамблӗн йӗркелӳçи, РФ культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Анатолий Музыкантов хăйӗн 75 çулхи юбилейне паллă турӗ.
Анатолий Николаевич — хореограф тата педагог. Тутарстан Республикинчи Ҫӗпрел районӗнчи Кӗҫӗн Упи ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Хусанти патшалӑх культура институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗнче балет артисчӗ пулнӑ. 1980 ҫулта «Сувар» халӑх ташшин ансамбльне (Шупашкар хулинчи трактор тӑвакансен культура керменӗн çумӗнче) йӗркелет, унӑн художествӑлла ертӳҫи пулса тӑрать. 2002 ҫулта Мускавра ӑна ҫулталӑкри чи лайӑх балетмейстер пулнă май, «Золотая лира» преми, 2003 ҫулта «Чӑваш Енпе Атӑл тӑрӑхӗнчи вуншар пултарулӑх ансамблӗ валли ҫак мастерскоя туса хунăшăн» Раҫҫей Культура министерствин «Раççей чунӗ» премине («Халӑх ташши» номинацире) панӑ.
Вӑл яланах ҫӗнӗ хореографи идейисемпе постановкӑсем шырать. Хӑйӗн пултарулӑх ӗҫ-хӗлӗ тӑршшӗпех Чӑваш Енри тата унăн тулашӗнче халӑх ташшине аталантарас, ӑна популяризацилес ӗҫе, ҫавӑн пекех, чӑваш халӑхӗн ташӑ еткерлӗхне упраса хӑварас ӗҫе пысӑк пай кӗртет.
Тутарстанри чăвашсен пӗр пысăк мероприяти те Анатолий Николаевич ертсе пыракан ансамбльсӗр иртмест. Унӑн коллективӗ Упи ялӗнче «Акатуй» чӑваш уявне ирттерес ӗҫе ҫулсеренех хастар хутшӑнать. Малашне те çапла ӗçлесе пыма çирӗп сывлăх, вăрăм кун-çул, çемьере юратупа килӗшӳ, ӗçре пысăк çитӗнӳсем, пурнăçра ăнăçу сунатпăр!
Пирӗн районтан та Шупашкар хулине делегаци кайнăччӗ. Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗн çумӗ Алексей Ярухин РФ тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченне Анатолий Музыкантова юбилей ячӗпе саламларӗ. Район пуҫлӑхӗн Марат Гафаровăн саламлă çырăвне, чечек çыххи тата парне пачӗ. Хавхалану, малашне те творчествăра ăнăçусем тата сывлӑх сунчӗ.
Ҫавӑн пекех, Тутарстан Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Людмила Сердцева ертсе пынипе «Хӗлхем» халӑх ансамблӗ те хăйӗн юррисемпе сцена çине тухса юбиляра хавхалантарчӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев