«Татмедиа» общество пичет кӑларӑмӗсене ҫырӑнса илекенсен хушшинче кăçал та тӗрлӗ призсем вылянтарать.
Вӗсен хушшинче: телевизор, пылесос, планшет, 100 литр бензин, утюг, блендер та пур. Тӗп приз вара – мотоблок.
Акцие хутшӑнмашкӑн 2020 ҫулăн иккӗмӗш ҫур ҫулӗшӗн «ТАТМЕДИА» кӑларакан пӗр хаҫата (район хаҫачӗ) тата пӗр журнала çырăнмалла, квитанцин копине çак адреспа ямалла: 420066, Хусан хули, Декабристсен урамӗ, 2-мӗш çурт е podpiska@tatmedia.ru электронлӑ почтӑна яма пулать. «Акци» паллӑ лартма тата телефон номерне кӑтартма ан манӑр.
Васкӑр: пичет изданийӗсене çырăнтарасси 2020 июнӗн 25-мӗшӗччен кăна пырать. Акцири хаçат-журналсене почта ҫыхӑнӑвӗн уйрӑмӗсем урлă, альтернативлă (редакцире), электронлӑ версисене çырăннă хаҫат-журналсен квитанцийӗсем те хутшӑнаҫҫӗ.
Акци ҫинчен тӗплӗнрех tatmedia.ru сайтра паллашма пултаратӑр.
Призсене вылянтарассине 2020 ҫулхи августӑн 19-мӗшӗнче палӑртнӑ.Заявкӑсене июлӗн 20-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ.
Акци срокӗсем: 2020 ҫулхи майӑн 12-мӗшӗнчен пуҫласа 2020 ҫулхи сентябрӗн 20-мӗшӗччен.
Акци çинчен туллинрех, призсен шучӗ, вӗсене илмелли йӗрке ҫинчен тӗплӗ информаци – tatmedia.ru сайтра.
Реклама, 16+
Нет комментариев