Ҫӗпрел ҫыннисем ярмăрккӑсене хастар хутшӑнчӗҫ
Ярмăрккӑсенче 32 миллион тенкӗлӗх продукци сутнă
Ҫулсеренех кӗрхи-ҫурхи ярмăрккӑсенче хутшӑнса, районти производительсем тӗп хулари çынсене ял хуҫалӑх продукцийӗсене сӗнеҫҫӗ. Ватăсен кунӗ ячӗпе районта ярмăрккӑсем те кӗрлесе иртеҫҫӗ. Кун ҫинчен пире районти ял хуҫалӑхӗпе апат-çимӗç управленийӗн начальникӗ Талгат Халитов каласа пачӗ.
Иртнӗ çул пирӗн район Хусанта иртекен 12 ярмăрккӑра хутшӑнчӗ. Суту-илӳ площадкисене 32 миллион тенкӗлӗх продукци илсе кайрăмăр.
Районта вара ял хуҫалӑх ярмăрккисене йӗркеленӗччӗ. Вӗсенче районта пурӑнакансене 6 миллион тенкӗлӗх продукци сӗннӗ. Продукци тиесе 56 единица (!) техника килнӗччӗ.
Хула çыннисем валли йӗркеленӗ ярмăрккӑсенчи хаксене Тутарстан Республикинчи Ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ министерстви йӗркелесе тӑрать. Продукцие илсе çитерме кайнă транспорт тӑкакӗсене те министерство саплаштарать.
Паллă пулнă тăрăх, хулара пурӑнакансем, çаплах, район халăхӗ хушшинче те А. И. Хайруллинӑн «Тăваньел пахчисен» продукцийӗ популярлă пулчӗ.
«Исток» ял хуҫалӑх кооперативӗ те Хусанти ярмăрккӑсен темиҫе площадкинче хӑйӗн продукцийӗсене сутрӗ.
Ял тăрăхӗсенче тата хушма хуҫалӑхсенче туса илнӗ продукцисене те шутлӑ сехетсенче туянса пӗтеретчӗç.
«Ҫӑкӑр завочӗ» ҫӑкӑр-булка изделийӗсен пысӑк ассортиментне сӗннӗччӗ, вӗсем те хӑйсен таварне илекенӗсене тупрӗç.
Ярмăрккӑсене хастар хутшӑннӑшӑн Б. А. Гафурова, «Государев амбар» обществӑн ертӳҫине В. В. Салахова, хресчен-фермер хуçалăхӗн пуҫлӑхне Марс Хайрутдинова, Данир Бельдичкова, уйрăм предпринимательсене Фаниль Зяббарова, Ильмас Насибуллина, уйрăм хуçалăхсен пуçлăхӗсене Марат Исхакова, Ильдар Шарафутдинова, Айрат Салихова тав тӑвас килет. Анат Чакă, Кивӗ Шемӗршел, Кивӗ Кахăрлă, Кивӗ Чукал ял тăрăхӗсен пуҫлӑхӗсене, Çӗнӗ Ишлӗ, Алешкин-Саплăк вӑтам шкулӗсен ертӳҫисене чей сӗтелӗ хатӗрленӗшӗн тата аслă çулсенчи çынсене уяври пек кӑмӑл-туйӑм парнеленӗшӗн тав тӑватӑп.
Районти пултарулӑх коллективӗсем хатӗрленӗ вокал номерӗсем те ярмăрккăсене тата та илем хушрӗç.
Хусанта иртнӗ ярмăрккӑсене республикӑри Ял хуҫалӑхӗпе апат-çимӗç министрӗ Марат Азатович Зяббаров, унӑн çумӗсем,
Хусанти Киров тата Мускав районӗсен администрацийӗн яваплӑ ӗçченӗсем пырса ҫӳрерӗç. Вӗсем пирӗн района, район пуҫлӑхне тата йӗркелекенсене пурне те ирттернӗ мероприятисемшӗн тав турӗҫ. Хула ҫыннисем те ырласа кăна калаçрӗç.
Март уйӑхӗнче каллех ҫурхи ярмăрккӑсем пуҫланӗç.
Суту-илӳ мероприятийӗсенче сутнă продукцийӗн калăпăшӗ
ҪӖРУЛМИ — 74 тн.
ПАХЧАҪИМӖҪ — 40 + тн.
ПАНУЛМИ — 15 тн.
ӖНЕ АШӖ — 36 тн.
ҪӐНӐХ — 28 тн.
ТЫРӐ — 71 ТН.
СӖТ — 20 ТН.
ТАТА ЫТТИ ПРОДУКЦИ
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев