Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Ҫӗпрел ҫыннисем Европӑн чи пысӑк, Вăтам Елюзань ялӗнче çулçӳревре пулчӗç

Унта район делегацийӗ предпринимательствăн вӑрттӑнлӑхӗсемпе паллашрӗ, опыт пухрӗ

Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров ертсе пынипе пӗр ушкăн предпринимательсен делегацийӗ каллех опыт пухас тӗллевпе ӗҫлӗ çул çӳреве кайрӗç.  Хальхинче Çӗпрел ҫыннисем Пенза облаҫӗнчи Вӑтам Елюзань ялӗнче пулчӗç. Унччен район делегацийӗ Ульяновск, Мордови, Чӑваш Ен, Удмурти облаçӗсене кайса килнӗччӗ.

Пенза облаҫӗнчи Хулаçырми районне кӗрекен Вӑтам Елюзань ялӗ Европӑра чи пысăк тутар ялӗсенчен пӗри пулса шутланать. Вӑтам Елюзань ял тӑрӑхӗнче 2450 хуҫалӑхра 10 пине яхăн ҫын  пурӑнать.

Ҫак ял хăйӗн тӑван кӗтесне юратакансемпе тата ӗмӗрӗсене ӑна халаллакан ҫынсемпе  те пуян. Вӗсем никамран та, ниçтан та пӗр нимӗн кӗтмесӗр пурӑнма вӗренсе ҫитнӗ. Ял ҫыннисенчен пӗр пайӗ  пысăк çăк машинисемпе Пенза облаҫӗнче, Мускава тата ют ҫӗршывсене тавар турттарать. Халӑхӑн тепӗр пайӗ ялта хăйӗн ӗçне пуçарса, ӗҫлесе пурăнать. Хӑшӗ-пӗри аш тăвассишӗн выльӑх усрать, 200-шер лаша усракан фермерсем те пур. Елюзань ялӗнче кӑлпасси (казылык) тата аш-какай изделийӗсен производстви питӗ аталаннӑ. Сӑмахран, Бибарсовсем – Вӑтам Елюзань ялӗнче чи пысӑк производительсенчен пӗри пулса шутланаççӗ. Кунсӑр пуҫне типӗ апат хутӑшӗсем тăвакан завод, мăйракаллă шултра выльăхсем тата лашасем  ӳстерес, самăртас енӗпе тулли пӗр комплекс ӗҫӗ-хӗлне анлăн сарса янă, сортировка тата комплектлакан цехсем ӗҫлеҫҫӗ.

Районти Ӗç тăвакан комитетăн ертӳçин экономикăна аталантарас, финанс  тата ял хуçалăхӗ енӗпе ҫумӗ Ильмир Измайлов каланӑ тӑрӑх, предпринимательствăра чи йывăрри – ӗҫе пуҫласа ярасси. «Этем малтанах  хӑрать. Ҫав вӑхӑтра ăна пулӑшсан, вара вӑл ӗҫе пуҫӑнать. Ҫавӑнпа ытти регионсене кайса курни тата опыт пухни – питӗ кирлӗ. Малашне те ҫакӑн пек ҫулҫӳревсем, вӗрентӳсем пулӗç, – терӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев