Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Пӗр кунра Тӑватӑ объект уçăлчӗ

Тутарстан Республикин тата район кунӗ умӗн Çӗпрел районӗнче тӑватӑ объект уҫӑлчӗ – çавсенчен иккӗшӗ ҫӗнӗ тата иккӗшӗ çӗнетсе улăштарнă объектсем

Наци проекчӗсем

 

Халӑхшӑн кирлӗ тата социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсене уҫнă çӗрте Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Ильдар Гильмутдинов, Тутарстан Патшалӑх Совечӗн депутачӗ Шакир Ягудин, Федераци пурлăхӗн Тутарстанпа Ульяновск облаçӗнчи регионсен хушшинчи территорилле управленийӗн ертӳçи Альберт Хайрутдинов, Çӗпрел районӗн муниципаллă район пуçлăхӗ Марат Гафаров хутшӑнчӗç.

 

Кивӗ Ишлӗре

 

Кивӗ Ишлӗ вӑтам шкулӗ тӗп юсав хыҫҫӑн уҫӑлчӗ. Чаплӑ уява ял ҫыннисем те, ачасем те, вӗрентекенсем те килнӗччӗ. Вӗсем пурте шкула ҫӗнелнишӗн савăннине пӗлтерчӗç.

– Тутарстан Республикинче 40 яхӑн программа ӗҫлет. Республика, çаплах, федераци программисене те хастар хутшӑнать. Ҫавна пула пирӗн районта та шкулсене юсаҫҫӗ, ҫӗнӗ строительствӑсем йӗркеленеҫҫӗ. Ҫаксемшӗн пуриншӗн те Республика Президентне Рустам Нургалиевич Минниханова тав тăватпăр, – терӗ Марат Гафаров хӑйӗн сӑмахӗнче. Вăл, çавăн пекех, вӗренекенсен сассипе шкула янăраса тăма сунчӗ.

Мероприятире тухса калаçакансем Ильдар Гильмутдиновпа Шакир Ягудин та Тутарстанра ачасен пурнӑҫӗ çине  пысӑк пӗлтерӗш панине палӑртрӗҫ. «Ачасем лайӑх вӗренччӗр, хальхи условисенче воспитани илччӗр тесе çакăн пек строительствăсем те илсе пыраççӗ, вӗренӳ пособийӗсемпе оборудованийӗсене ҫӗнетеççӗ», – терӗҫ вӗсем.

Кивӗ Ишлӗ вӑтам шкул зданине 1998 ҫулта усă курма панă пулнă. Акӑ кӑҫал унта 40 миллион тенке яхӑн тӗп юсав ирттернӗ. Унсӑр пуҫне тата вӗренӳ хатӗрӗсем, лаборатори ӗҫӗсем валли ҫӗнӗ хатӗрсем кӳнӗ.

Куншӑн, паллах, ял ҫыннисем те питӗ хавас. Ялти лавккара ӗмӗр тӑршшӗпех е Гульфиза Асадуллина сутуҫӑ пулса ӗҫленӗскер, ял варринче илемлӗн курăнса ларакан шкул ҫуртне çӗнетнӗшӗн савӑннине палӑртса:

– Çак шкулта вӗренекенсем малашне министрсем, ертӳçӗсем таран çӗкленччӗр. Пире, ял ҫыннисене, ҫавӑн пек савӑнтарнӑшӑн Республика ертӳçисене тав тăватпăр,  – терӗ.

Сатуркка ялӗнче

 

Икӗ: Кивӗ тата Çӗнӗ Сатуркка – 100 ҫын ытла  пулнă ялта икӗ ҫӗнӗ объект-фельдшерпа акушер пункчӗ тата клубпа библиотекӑна пӗрлештернӗ  нумай функциллӗ центр уҫӑлчӗ.

– 10 ҫул ытла ӗнтӗ икӗ ял ҫыннисене фельдшер пулăшăвӗ кăтартатăп, – тесе калаçрӗ Румия Залялова, – халиччен пӗр пуянăн çуртне клуб тумӗ çӗнетсе улăштарнă çуртăн пӗр-пӗр кӗтессинче ял халăхне йышӑнатăмччӗ. Ун хыҫҫӑн акă çапла –пур майсем пулнă зданире ӗçлӗ пулăшу кăтартăпăр. Паллах, ку ял ҫыннисемшӗн калама ҫук савӑнӑҫ.

Сатурккасенчен нумайӑшӗ ют çӗрте пурӑнать. Вӗсенчен нумайӑшӗ çак пысăк пулăма курма таврӑнса, хисеплӗ вырăн панă ветерансемпе юнашар тӑчӗҫ. Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров та мероприятие çак ветерансене чысласа уява пуҫларӗ. Район аталанӑвне тивӗҫлӗ тӳпе хывнӑшӑн вӑл вӗсене «Ҫӗпрел районне – 90 ҫул» асӑнмалӑх медаль пачӗ.

– Ял пӗчӗк-и, пысӑк-и, унта ҫынсем пурӑнаҫҫӗ, пурăнма вара условисем туса памалла. Халӗ ҫак ялсенче лавкка туса лартасси тата ҫулсене юсасси юлчӗ, – терӗ район пуҫлӑхӗ.

– Мана çакă ӗнтӗ клуб тесе, кивӗ зданире кӑтартсан, эпӗ ӗненмерӗм. Ҫавӑн пек кивӗ ҫуртра культура мероприятийӗсем, суйлавсем ирттермелле пулнӑ вӗт... Халӗ акӑ ҫӗнни пулчӗ. Ырлăхне курмалла пултăр, – терӗ Ильдар Гильмутдинов, пухӑннӑ ҫынсене.

Ял çыннисен ятӗнчен Анвар Залялетдинов строительсене, кунти ҫынсене ҫак савӑнӑҫа парнеленӗ пуҫлӑхсене тав турӗ, вӗсене ӗҫре ҫитӗнӳсем сунчӗ. Символ ҫурчӗн уҫҫине строительсенчен клуб заведующийӗ Таслима Замалтдинов илчӗ. Савӑнӑҫне пытараймасӑр, вӑл та ҫавӑн пек условисем туса панăшăн чӗререн тав турӗ.

Азизова Гульсина:

– Сатуркка пирӗн паян çӗнӗрен çуралнă пек туйӑнать. Ял пӗтет, тесе нихҫан та каламӑпӑр. Кӑҫал икӗ никӗсе ҫӗнетрӗç. Пӗр никӗсе, тен, куçса та килӗç. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн ял ҫапла пулать те. Пирӗн Сатурккари пек илемлӗ, уҫӑ сывлӑш ниҫта та ҫук вӗт. Халӗ медицина пункчӗю те, клуб та ҫӗнӗ пулса тӑчӗ.

 

 

Хуракатара

 

Марс вӑтам шкулӗнче 56 вӗренекен пӗлӳ илет, вӗсене 15 вӗрентекен вӗрентет. Вӗсем те кӑҫалхи вӗренӳ ҫулӗнчен пуҫласа ҫӗнетнӗ, пӗтӗм условисем йӗркеленӗ, шкулта вӗренӗҫ, ӗçлӗç. Республика тата район кунне парне пулнă, май паян Марс шкулӗ уҫăлчӗ.

Пӗрремӗш класра килекен тăватă  вӗренекене вӗренме кирлӗ пулнă япаласемпе депутат тата ертӳçӗ пиччӗшӗсем шкул сумкисем парнелерӗҫ. Ачасем хӑйсем те вӗсем килнӗ тӗле сӑвӑсем вӗреннӗ. Ҫак сӑвӑсем урлă вӗсем вӗренме меллӗ пултӑр тесе, шкула çӗнетсе улӑштарнӑшӑн тав турӗç. Класс пӳлӗмӗсене пӑхса тухнӑ чухне хӑнасем классене, уйрӑмах компьютер классне ҫӗнӗ техникӑпа пуянлатнине асӑрхарӗҫ. Вӗсем интернет пуррипе ҫуккине пӗлес тесе пӗр компьютерпа ӗçлесе те пăхрӗç. Информатика вӗрентекенӗ Ильдар Яфизов вӗсене шкул ачисен ҫак предметпа ҫӗнсе илнӗ ăнăçăвӗсем ҫинчен те каласа пачӗ. Информатикӑпа ППЭ питӗ лайӑх – 85 балл пухнă иккен. Ялти шкулшӑн ку питӗ лайӑх кӑтарту пулнине палӑртрӗҫ ертӳҫӗсем, уяв вӑхӑтӗнче вӗрентекенсемпе вӗренекенсене тата тӑрӑшарах вӗренме тата ӗҫлеме сунчӗҫ. Мӗншӗн тесен шкулта çакăншăн пур условисем те пур.

Пӗр сӑмахпа каласан, наци проекчӗсем Ҫӗпрел районӗнче те ӗҫлеҫҫӗ, халӑх пурнӑҫне лайӑх улшӑнусем кӗртеҫҫӗ.

ФОТОРЕПОРТАЖ

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев