Пӗр кун хушшинче виҫӗ объект уҫӑлчӗ
Тӗп хыпар

Пӗр кун хушшинче виҫӗ объект уҫӑлчӗ

Спорт лаптăкне, фельдшерпа акушер пунктне, кану паркне  «Ял территорийӗсене комплекслӑ аталантарасси» патшалӑх программипе тата наци проекчӗсем енӗпе туса лартнӑ

Кун пулăмӗ

Ноябрӗн 4-мӗшӗ – Халӑхсен пӗрлӗхӗн тата ноябрӗн 6-мӗшӗ – Тутарстан Конституцийӗн кунӗсем умӗн Пăрăнтăк станцийӗн поселокӗнче ҫӗнӗ универсаллӑ спорт лаптăкӗ, Куршанкă-Шăхаль ялӗнче фельдшерпа акушер пункчӗ тата Кивӗ Ишлӗ ялӗнче канупа культура мероприятийӗсем ирттерессишӗн парксене усă курма пачӗç. Вӗсене уçмалли уява Раҫҫей Патшалӑх Думин депутачӗ Ильдар Гильмутдинов, Тутарстан Патшалӑх Совечӗн  депутачӗ Шакир Ягудин, район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров хутшӑнчӗҫ.

Фельдшерпа акушер пункчӗ

Куршанкă-Шăхаль ялӗнче хута кайнă çӗнӗ  ФАП ял халăхӗшӗн тахҫантанпах кӗтнӗ пулăм.

– Ӗлӗкхи здани питӗ кивӗ, нимӗнле  хăтлăх та çукччӗ. Ҫӗнӗ ФАП зданине хальхи вӑхӑтри требованисемпе килӗшӳллӗн пурнӑҫланӑ. Хӑтлӑ условисенче халӑха йышӑнма, вакцинаци, тӗрлӗ медицина процедурисем ирттерме май пур халӗ, – тет 1991 ҫултанпа ялта ФАП заведующийӗ пулса ӗҫлекен Светлана Большакова.

Ҫак здани «Модульлӗ ФАПсем тӑвасси» республика программин шайӗнче районта хута кайнă модульлӗ çӗнӗ ФАПсенчен – вунулттăмӗшӗ.  Вӑл    Куршанкă-Шăхаль ялӗн 130 çыннине ӗçлӗ пулăшу кăтартать.  Республика енӗпе вара, кӑҫал 50 яхӑн çавăн пек пункт тума пăхăннă.

Районти тӗп больницăн тӗп врачӗ Ильмас Шигабутдинов каланă тăрăх, районти  пурӑнмалли пунктсене фельдшерпа акушер пункчӗсемпе тивӗҫтересси малалла пырать. Малашне Сатуркка, Хăймалу ялӗсенче те  çакăн пек зданисем тума палӑртнӑ.

Спорт лаптăкӗ

Пăрăнтăк  станцийӗнче çӗнӗ кăна уҫӑлнă хальхи спорт сооруженийӗ кунта пурăнакансен, уйрӑмах ӳссе килекен ҫамрăк ӑрусен сывлӑхне ҫирӗплетессине, спортпа интересленессине активлатассине шута илет.

Спорт лаптăкӗн майӗсем самаях пысӑк: кунта баскетболла, волейболла, мини-футболла выляма, ытти тӗрлӗ спорт ӑмӑртӑвӗсем ирттерме пулать. Спорт сооруженине ял варринче, социаллӑ пӗлтерӗшлӗ учрежденисемпе юнашар вырнаҫтарни те ял халăхӗшӗн меллӗ условисем туса парать.

Парк – ялăн сăн-сăпачӗ

Кивӗ Ишлӗ ялӗнче те кăçал нумай улшӑнусем  пулса тăчӗç. Вӗсенчен пӗри – кану паркӗн строительстви. Масăллă шайра ирттерекен уявсене ял варринче  йӗркеленине шута илсе, ҫӗнӗ паркăн строительствине те çак территорире кирлӗ пулассине  шута илнӗ. 

– Çак территорире ӗлӗк йывăçсем, вӗтлӗх ашкăрса кайнăччӗ. Вӗсене тасатса, ял уявӗсене ирттерессишӗн лаптăк турăмăр. Халӗ вара ҫак ӗҫсен  малалли, кану паркне тăвасси пулчӗ. Тата ӗçлемеллисем нумай: халăхăмăра, килнӗ хăнасене канассишӗн парк ăшӗнче хăтлăхсем туса парăпăр, çамрăк хунавсем лартатпăр. Парк - ялăн сăн-сăпачӗ пулса тăрать, - тет ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Радик Мухамметзянов.

– Хуларан мӑнуксем килсе çӳреççӗ. Ҫавӑнпа та ачасемшӗн вăйă лаптăкӗсем  пурришӗн уйрӑмах савӑнатӑп. Хамăра та уҫӑ сывлӑшра çӳрессишӗн лайăх вырăн, – тесе калаҫӑва хутшӑнчӗ Гульфания Исхакова та.

Хӑнасем  ҫӗнӗ объектсем уҫнӑ ятпа ял халăхне саламласа, парка нумай çул çынсемшӗн усăллă пулма сунчӗҫ.

– Йывӑр вӑхӑта пăхмасăр, республикӑра, районăн илемӗшӗн строительство тата юсав ӗҫӗсем малалла пыраҫҫӗ. Килес çулсене те патшалӑх программи шайӗнче тата ҫӗнӗ объектсене уҫма планлатпӑр, – терӗ район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров.

Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗ Ильдар Гильмутдинов «Ял территорийӗсене комплекслӑ аталантарасси» патшалӑх программи ял халăхӗшӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ программа пулнине палӑртрӗ.

– Программа нумай енлӗ. Унпа килӗшӳллӗн сывлӑх сыхлавӗн, культура, спорт, çутӗç объекчӗсен, ҫул-йӗр тăвас,  шыв кӗртес ӗçсен, тата ытти социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объектсен строительствисене тума пăхăннӑ. Тӗллевӗмӗр – ял халӑхӗн пурнӑҫ шайӗ хуларинчен кая пулмалла мар. Малашне те программăна ял тăрăхӗсенче пурнӑҫа кӗртессишӗн хушма тӑкаксене палӑртӑпӑр, – тесе пӗлтерчӗ Ильдар Гильмутдинов.


Нет комментариев