Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Паттăрлăх орденӗ пачӗç

Украинӑри ятарлă операцире пуç хунă район каччисене патшалӑх наградине пама тӑратнӑ

Ҫӗпрел районӗн Ӗç тăвакан комитечӗн ларӑвӗсен залӗнче, Донецк тата Луганск халӑх республикисен территорийӗнче ятарлă операци вăхăтӗнче ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне вилнӗ ентешӗмӗрсен-салтаксен ҫемйисене Паттӑрлӑх орденӗсемпе чысламалли мероприяти пулчӗ.

Аса илтеретпӗр, Ҫӗпрел районӗнчен ятарлă операци вăхăтӗнче çичӗ салтак каччă: Чӑваш Ҫӗпрел ялӗнчен Игорь Аръяхов, Кивӗ Çӗпрел ялӗнчен Михаил Чашкин, Ҫӗнӗ Йӗлмел ялӗнчен Андрей Годунов, Хурăнвар-Шӑхаль ялӗнчен Илья Денисов тата Олег Ильбеев, Ҫӗнӗ Чакă ялӗнчен Денис Исаев, Куршанкă-Шӑхаль ялӗнчен Иван Павлов пуçӗсене хучӗç.

Ҫар тивӗҫне пурнӑҫланӑ чухне хӑйсене шеллемесӗр, паттăрлăх кӑтартнӑшӑн, Паттӑрлӑх орденӗ пама тӑратнӑ геройсене: Илья Денисовăн амӑшне Зинаида Николаевнана, Олег Ильбеевпа Денис Исаевăн мăшăрӗсене Екатерина Сергеевнӑпа Светлана Сергеевнӑна патшалăх наградисене район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, Пӑвапа Ҫӗпрел районӗсен ҫар комиссарӗ Радик Тухфатуллин пачӗҫ.

Район пуҫлӑхӗ ҫӗршыв тӑнӑҫлӑхӗпе хӑрушсӑрлӑхӗшӗн хӑйсен пурнӑҫне шеллемен салтаксен паттӑрлӑх нихҫан та манăçмӗ, терӗ. Патриот туйăмӗпе пăхса ӳстернӗ ывăлӗсемшӗн ашшӗ-амӑшӗсене тав турӗ. «Пирӗн паттăр ентешсем ӗмӗрлӗхех асра юлӗç!» – терӗ Марат Ринатович.

Реклама

Радик Тухфатуллин та, çаплах, Тӑван çӗршыв умӗнчи хӑйсен тивӗҫне пурнӑҫланӑ салтаксен ашшӗ-амӑшӗсене хисепленине, тав тунине пӗлтерчӗ.

Темăна малалла тăсса

Илья Денисова, Олег Ильбеева тата Денис Исаева паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн патшалӑх наградине памалли Указа 2022 ҫулхи июнӗн  9-мӗшӗнче Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин алӑ пуснӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Реклама

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев