Ҫӗпрел ҫыннисем Украинăра пуç хунă паттӑр салтакпа Игорь Аръяховпа сывпуллашрӗҫ
Паттӑр салтака юлашки ҫула ӑсатма тăванӗсем, çывăх çыннисем, районти ертӳҫӗсем, организацисемпе учрежденисен представителӗсем, ҫавӑн пекех, ҫапӑҫу юхăмӗн ветеранӗсем, студентсем, шкулта вӗренекенсем, ял ҫыннисем килнӗччӗ.
Игорь Аръяховăн ҫемйипе пӗрле хуйхăрнине Ҫӗпрел муниципаллă районӗн пуҫлӑхӗ Марат Гафаров пӗлтерчӗ:
— Паян эпир Донецк тата Луганск Халӑх Республикисен территорийӗнче ятарлă ҫар операцине хутшӑннӑ салтака Игорь Аръяхова юлашки ҫула ӑсататпӑр. Вӑл паянхишӗн ҫеҫ мар, пулас ӑрсен ирӗклӗхӗпе никама пӑхӑнманлӑхӗшӗн кӗрешрӗ. Унӑн пурнӑҫӗ пирӗншӗн пуриншӗн те Тӑван çӗршывшӑн служить тунин тӗслӗхӗ пулса тӑрать. Паян амăшӗпе Людмила Михайловнӑпа Игорăн тăванӗсен хуйхине нимӗнле сӑмахпа та ҫăмăллатма пулмасть. Эпир сирӗнпе пӗрле хурланатпӑр, тавтапуҫ Сире, Людмила Михайловна, ҫакӑн пек ывӑл çитӗнтернӗшӗн, ҫӗршывăн чӑн-чӑн патриотне ӳстернӗшӗн, эпир сирӗн ывӑлӑрпа мăнаçланатпӑр. Унӑн паттӑрлӑхӗ Çӗпрел ҫыннисен чӗрисенче ӗмӗрлӗхех юлӗ!
Патшалӑх пурлӑхне тытса пырас енӗпе Федераци агенствин Тутарстан Республикипе Ульяновск облаҫӗнчи Регионсен хушшинчи территори управленийӗн ертӳҫи Альберт Хайрутдинов, ятарлă ҫар операцийӗнче Тутарстан салтакӗсемпе офицерӗсем паттăрлăх кăтартса, хӑйсен тивӗҫне пурнӑҫланине палӑртса иртрӗ.
–Вӗсем тăнăçлăха хӑйсен пурнӑҫӗн хакӗпе хӳтӗлеҫҫӗ, сыхлаҫҫӗ. Игорь Аръяхов – Раҫҫейпе Ҫӗпрел районӗн мӑнаҫлӑхӗ, унӑн паттӑрлӑхӗ пирӗншӗн пуриншӗн те тӗслӗх. Вăл пирӗн чӗресенче ӗмӗр-ӗмӗрех асра юлӗ, – терӗ вӑл.
– Çар заданине пурнӑҫланӑ чухне Игорь Аръяхов хӑйне пӗлӳллӗ, паттӑр, кирек хӑш самантра та юлташӗсене пулӑшма хатӗр салтак пек кӑтартрӗ. Юлташӗсемшӗн тӗслӗх пулчӗ. РФ Президенчӗн Указӗпе вăл çар наградине тивӗçлӗ пулчӗ. Йывăр хуйхăра пӗрле пайлатăп. Ӗмӗр-ӗмӗре мухтав сана, Игорь! – терӗ Игорь службӑра тӑнă ҫар чаҫӗнчен килнӗ лейтенант Виктор Клеткин.
— Вӑл чӑн-чӑн каччăччӗ, хӑйӗн кӗçӗн тата Тӑван çӗршывне, хӑйӗн патшалăхне, хӑйӗн халӑхӗн ирӗклӗхне чыслӑн та тивӗҫлӗн хӳтӗлерӗ. Унăн ячӗ ӗмӗрлӗхе юлӗ! – тесе палӑртрӗ Пӑвапа Ҫӗпрел районӗсен ҫар комиссарӗ Радик Тухфатуллин.
Класс ертӳçи те, пӗр класра вӗреннисем те хурланса тухса калаçрӗç. Вӗсем Игорь яланах кӑмӑллӑ, савӑнӑҫлӑ пулнине, лайӑх вӗреннине палӑртрӗҫ.
– Вӑл яланах пӗрремӗш парта хушшинче ларчӗ, шкул мероприятийӗсене хутшӑнчӗ. Паян эпир малашлăха ӗмӗчӗсем пулнă çакăн пек ҫамрӑк каччăпа сывпуллашатпӑр. Эпир унпа мăнаçланатпӑр, вӑл паттӑрла вилчӗ. Йывӑр тӑпру ҫӑмӑл пултӑр! Игорь пирӗн чӗресенче яланах ҫамрӑк та ыр кăмăллă пулса юлӗ, – терӗ класс ертӳҫи Валентина Петрова.
Игорь Аръяхова юлашки ҫула духовой оркестр пытару кӗввине каланипе ӑсатрӗҫ. Ӑсатма килнӗ халӑх юхăмӗ километра яхăн тăсăлнăччӗ. Çамрăк каччăн вилтăпри чечексемпе витӗнсе юлчӗ.
Справка
Игорь Аръяхов
Чăваш Çӗпрел ялӗнчи вӑтам шкула пӗтернӗ хыççăн, Шупашкар хулшинчи Транспортпа строительство технологийӗсен техникумӗнче вӗренет. Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнчи ҫар чаҫӗсенчен пӗринче службӑра тăрать. Салтак службине иртнӗ вăхăтра контрактпа çар службине малалла тӑсасси ҫинчен килӗшӳ тӑвать.
Апрелӗн 16-мӗшӗнче Украина территорийӗнче ятарлӑ вӑрҫӑ операцийӗ вӑхӑтӗнче вилет.
Игорь 23 ҫулта кăначчӗ. Унӑн амӑшӗ, йӑмӑкӗ, виҫӗ тетӗшӗ тата кӗҫӗн шăллӗ юлчӗç.
Нет комментариев