Министр килнӗччӗ
Республикӑри ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ министрӗ Марат Зяббаров ӗҫ визичӗпе Ҫӗпрел районӗнче
Ӗçлӗ çулçӳрев вăхăтӗнче ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ министрне ҫул ҫинче район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров кӗтсе илчӗ.
Малтанах Марат Зяббаров «Цильна» обществӑн комбайнерӗсемпе тӗл пулчӗ, 20 000 тонна яхăн тырӑ ҫапса илнӗ комбайнера Рафик Шайдуллова укҫан преми пачӗ. Вӑл комбайнерсемпе тата вӗсен пулăшаканӗсемпе курса калаçрӗ, шухӑш-кӑмӑлӗсем, ӗç укçи мӗнле пулнипе интересленчӗ. Районти чи лайӑх хуҫалӑхри ӗҫсен шайне лайӑх енчен хакларӗ.
Ҫав уй-иртех министра тимлӗхе илме районти предприятисенче тата хресчен-фермер хуçалăхӗсенче туса илнӗ продукци куравне хатӗрленӗччӗ. Вӑл пыл туса илекен Марат Исхаковран, «Тăваньел пахчисем» обществăн ертӳҫинчен Альфред Хайруллинран, «Исток» хуҫинчен Айрат Усмановран, сӗт-çу завочӗн ертӳçинчен Зяббаровран, ҫӗрулми ӳстерекен ӑстаран Хайрутдиновран хӑйсен продукцине ӑҫта тата мӗнле хакпа сутнипе интересленчӗ. Куравпа паллашнӑ хыҫҫӑн, министр хуҫалӑх ертӳҫисемпе, ял тăрăхӗсен пуҫлăхӗсемпе, хресчен-фермер хуçалăхӗсен хуҫисемпе тата инвесторсемпе калаçрӗ.
Тӗлпулу вӑхӑтӗнче район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров районта тырпул пухса кӗртес, кӗрхи культурӑсене акас тата выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес ӗҫсем мӗнле пыни ҫинчен кӗскен каласа пачӗ. Вӑл каланă тăрăх, тырпул пухса кӗртмелли ӗҫсем акнă лаптăксен 35 процентӗнче вӗçленнӗ. Халӗ уй-хирте 62 комбайн ӗҫлет, гектартан вӑтамран 40 центнер ытла тырӑ тухăçӗ пухса илеççӗ.
Марат Зяббаров республикӑри уй-хир ӗҫӗсем мӗнле пыни ҫинчен, тырӑ хакӗсем ҫинчен каласа пачӗ. Районӑн потенциалӗ пысӑк пулнине палӑртрӗ вӑл. Ҫӗпрел районӗ рейтингпа ялхуҫалӑх отраслӗнче хӑйӗн позицийӗсене ҫирӗплетнӗ тата пӗтӗм республикипе 19-мӗш вырӑн йышӑнать (иртнӗ çул – 23).
– Рейтинга вӑтам ӗҫ укҫине, ял хуҫалӑхӗн пур отраслӗсенчи ӗҫ кӑтартӑвӗсене, программӑсене хутшӑннине, грант выляса илнине шута илсе йӗркелеççӗ, – тесе палӑртрӗ министр. Вӑл пӗр пысӑках мар ҫӗр лаптӑкне те акмасăр хăвармалла мар, терӗ. – Ҫӗр усӑллӑ ӗҫлеме тивӗçлӗ.
Тӗлпулу вӑхӑтӗнче ял хуҫалӑх предприятийӗсен ертӳҫисем патшалӑх пулӑшӑвӗ тата субсиди илес енӗпе министра ыйтусем пачӗç.
Марат Зяббаров Ҫӗпрел районӗнчи ялхуҫалӑх отраслӗпе паллашассине «Рассвет-Агро» агрофирмӑра малалла тăсрӗ, «Исток» сӗт-су туса кӑларакан цеха ҫитсе курчӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев