Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Легендарлӑ кӗрешӳҫӗн ятне асра тытса

Максут Зиятдинович Хуснутдинов 12 çул умлăн-хыçлăн паттăр ятне çӗнсе илнӗ

«Алтын» спорт комплексӗнче районăн легендарлӑ кӗрешӳçине, спорт ветеранне Максут Хуснутдинова асӑнса, кӗрешӳ енӗпе районсен хушшинчи турнир иртрӗ.

Турнирта Апастово, Пӑва, Кайпăç, Теччӗ, Ҫӗпрел, Ульяновск облаҫӗсенчен, Чӑваш Енри Шăнкăртан ялӗнчен, 150 ҫынна яхӑн кӗрешӳçӗ хутшăнчӗ. 

Йӗркелекенсенчен пӗри тата ӑмӑртусен тӗп спонсорӗ — Максут Зиятдиновичăн ывӑлӗ Ильгиз Хуснутдинов.
Районсем хушшинчи турнирта хутшӑнакансене район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, кӗрешӳ федерацийӗн ӗҫ тӑвакан директорӗ Марсель Тагиров, Ильгиз Хуснутдинов тата ыттисем саламларӗҫ.

— Спортпа туслашни характера пиҫӗхтерет, пурнӑҫра тӗл пулакан йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме пулӑшать. Ҫамрӑксене спортпа наци кӗрешӗвне явӑҫтарнӑшӑн тренерсене тав тăватăп. Ҫавӑн пекех, районта паллӑ кӗрешӳҫӗне асӑнса турнир ирттернине палӑртма кӑмӑллӑ. Ку спорт ҫеҫ мар, патриотла воспитани те, пирӗн истори, чаплӑ ентешсене хисеплени, — терӗ район пуçлăхӗ Марат Гафаров. 

Легендарлӑ кӗрешӳçӗне Максут Хуснутдинова асӑнса йӗркеленӗ турнира унӑн тусӗсем, ӗҫтешӗсем тата вӗренекенӗсем те килнӗччӗ. Турнир пуҫланас умӗн ҫӗршыв чиккисене хӳтӗлекен, неонацистсемпе ҫапӑҫакан паттӑр-ентешсене чысларӗҫ. Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене те парнесем пачӗç. Максут Зиятдиновичпа пӗрле районăн, спорт аталанӑвне пысӑк пай кӗртнӗ ветерансене те наградӑларӗç. 

Турнирта 13 виҫе категорйӗнче, 2006 ҫулта ҫуралнӑ тата аслӑрах çамрăксемпе арçынсем хушшинче, тӑватӑ категорире, командӑсем вăй виçрӗç. Ӑмӑртусен тӗп судйи Булат Хабибрахмановчӗ.
Мероприятире Тутарстанăн тава тивӗçлӗ юрăçи Ильназ Бах кӗрешӳҫӗсене тата вӗсене вăй парса тăракансене хăйӗн юррисемпе хавхалантарчӗ. 

Справка

Максут Зиятдинович Хуснутдинов 1939 ҫулхи декабрь уйӑхӗнче Кӗçӗн Чăнлă ялӗнче ҫуралнӑ. 13-14 ҫултанах кӗрешӳпе интересленме пуҫланӑ. 1958 ҫултан пуҫласа, Сабантуйсенче, ӑмӑртусене хутшӑнса, абсолютлӑ паттӑр ятне темиҫе хутчен те ҫӗнсе илет. Пилӗк хут Пӑва районӗнче, икӗ хут Чӑваш Енӗн Патӑрьел районӗнче, пӗр хут Чӗмпӗр облаҫӗнчи Чердаклы районӗнче абсолютлă паттăр пулса тӑрать. 

Максут Зиятдинович ӗçре те хастар пулать. 1989 ҫулта ăна «Тутарстан Республикин тава тивӗҫлӗ транспорт ӗçченӗ» текен хисеплӗ ят панӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев