Районти çӗр ӗҫченсем хӗвелҫаврӑнӑш çапас ӗçе пуçăнчӗç
Кӑҫал районта хӗвелҫаврӑнӑш культури 2719 гектар лаптăк çине акăннăччӗ. Паян çак лаптăкăн 790 гектартан ытларахăшне çапнӑ. Кашни гектартан вӑтамран 19 центнер тухăç тухать.
«Дементьев ячӗллӗ агрофирмă»ри филиалсем хушшинче Тутар Паснапуç филиалӗ, пӗрремӗшӗсенчен пулса, хӗвелҫаврӑнӑш культурине çапас ӗçе пуçăнчӗç. Эпир филиалта пулнӑ чухне Тутар Паснапуç ялӗ çумӗнчи 360 гектар лаптăка йышăнакан хирте механизаторсем Алексей Николаевпа Юрий Тарасов çӳретекен икӗ «Класс-Тукано» комбайн хӗвелçаврăнăш культурине çапатчӗç. Хирте хӗвелҫаврӑнӑш çапакан комбайнсен çумне «КамАЗ» автомобилӗсене ҫирӗплетнӗ. Ильфат Садеев, Ринат Идрисов, Юрий Аръяхов, Дмитрий Карсаков çӳретекен «КамАЗ» автомобильсем çапнă хаклă пӗрчӗсене Матак филиалӗнчи тырӑ йышӑнакан пунктсене турттараҫҫӗ. Механизаторсем каланӑ тӑрӑх, кунне вуншар рейс тума ӗлкӗреҫҫӗ вӗсем.
– Кӑҫал агрофирмăн Тутар Паснапуç филиалӗнче хӗвелҫаврӑнӑша 704 гектар лаптӑк çинче акрӑмăр. Тухӑҫӗ те лайӑх – хальлӗхе кашни гектартан вӑтамран 15 центнер тухать, – тет филиалăн ертӳçи Альберт Низамов.
Справка
Районти ял хуҫалӑхӗпе апат-ҫимӗҫ управленийӗнчен октябрӗн 6-мӗшӗ тӗлне илнӗ даннăйсем тăрăх «АгроТрансПорт» обществӑра 190 гектар çинчи хӗвелҫаврӑнӑш культурине вырса çапнă. Кашни гектартан тухнă тухӑҫ 20 центнера тӳрӗ килет. Çавăн пекех, «Р.А.Бикчуров» хресчен-фермер хуҫалӑхӗнче 100 гектар (вăтам тухăç 20ц/га), «А.А.Низамов» хуҫалӑхра 100 гектар (вӑтам тухӑҫ 15 ц/га), «И.Ф.Махмутов» хуҫалӑхра 90 гектар (20 ц/га) лаптăкри хаклă культурăна вырса çапнă.
Нет комментариев