Кăшарни-Крещенкке
Йăла-йӗрке
Январĕн 19-мĕшĕнче Христос тĕнне ĕненекенсем Иисус шыва кĕнине палăртаççĕ. Турра ĕненекенсемшĕн 12 чи пĕлтерĕшлĕ уявсенчен пĕри вăл.
УЯВĂН ПӖЛТЕРӖШӖ
Евангели тăрăх Иоан Предтеча чăн Турра ĕненекенсене Иордан юханшывĕнче шыва кĕртнĕ. Иисус Христос та Иоан патне пырса хăйне шыва кĕртме ыйтать. Çак кун Иисус 30 çул тултарнă, вăл халăх умĕнчи чи пысăк тивĕçне пурнăçлама хатĕрленнĕ. Турă курăннине /Богоявление/ вара Иисус шыва кĕнĕ чухне тӳперен Турă Ашшĕн хăватлă сасси илтĕннипе тата Çветтуй Сывлăш кăвакарчăн евĕр курăнса Иисус çине аннипе çыхăнтараççĕ. Шăпах çакă Турă Ашшĕ, Ывăлĕ тата Çветтуй
Сывлăш пĕрлĕхĕ пулса курăнни. Кăшарни умĕн январĕн 18-мĕшĕнче Турра ĕненекенсем пĕр кунлăх типĕ тытаççĕ. Каçхине ăшаланă пулă, купăста кукли, улма-çырла компочĕпе апатланаççĕ. Кăшарни апачĕ сĕтел пуянлăхĕпе мар, таса — çветтуй шыв — сăваплăхĕпе паллă. Çак кун чиркӳрен илсе килнĕ Çветтуй шывпа кил-çурта сăваплаççĕ, чир-чĕртен имленеççĕ.
Кăшарнинче юр çусассăн тырпул лайăх пулать тесе хĕпĕртенĕ хресчен.
Кăшарни уявĕ умĕнхи каçхине тĕне ĕненекенсенчен нумайăшĕ усалсенчен сыхланма, çылăхсенчен хăтăлма вакка чăмса, сăваплă шывра тасалма тăрăшать.
Ҫӗпрел районӗнчи ҫынсемпе хӑнасем кӑҫал ятарлӑ вакăсенче шыва кӗме пултараҫҫӗ. Ҫӑлавҫӑсемпе медицина ӗçченӗсенчен тăракан дежурство йӗркелеççӗ.
Вакăра шыва кӗрсе тухнă чухне хăрушсăрлăх çинчен те ан манăр.
ПУР ÇЫННА ТА ВАККА КӖМЕ ЮРАМАСТЬ
Пăр пек сивĕ шыва кĕни пуриншĕн те хăрушсăр мар. Сахăр диабечĕ, чĕрепе юн тымарĕсен, сывлав органĕсен тата ытти хăш-пĕр чирсем вакка чăмма юраманнин сăлтавĕсем шутланаççĕ. Сивĕре ачасене шыва кĕртме сĕнмеççӗ, вĕсен ӳт температурине йĕркелес тытăм аталанса çитмен.
ВАККА МӖНЛЕ ТӖРӖС ЧӐММАЛЛА?
Кăшарнире ятарласа çирĕплетнĕ, хăрушсăр вырăнта кăна вакка чăмма юрать. Шыва кĕриччен малтан хусканусем туса кĕлеткене лайăх ăшăтмалла. Тӳрех пуçпа ан чăмăр, пуç мимин тымарĕсем тăрук пĕрĕнессинчен сыхланăр. Виçĕ хутчен чăмса илсен çитет, шывра пĕр минутран ытла пулма сĕнмеççӗ. Шывран тухсан çийĕнчех типĕ алшăллипе шăлăнăр, ăшă тум тăхăнăр. Вĕри чей е кофе ĕçни хăвăртрах ăшăнма пулăшать. Енчен те хăвăра япăх туйрăр-тăк, хăвăртрах пулăшу ыйтмалла.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев