Каллех африка чуми ҫинчен
Сыхланмалла
Россельхознадзор»ăн Тутарстан Республикинчи управленийӗ Раççей Федерацийӗнче африка чуми енӗпе эпизоотика лару-тӑрӑвӗ ӗлӗкхи пекех ҫивӗч пулнине пӗлтерет.
– Кӑҫалхи çул сыснасен африка чумине 4 пысӑк сысна ферминче регистрациленӗ (Краснодар крайӗ, Новгород, Воронеж, Еврей автономи облаҫӗ). Кайранхи ноябрь уйӑхӗнче «Коралл» обществăн сыснисем хушшинче палăрнă (Тверская облаҫӗ, Бежецкий районӗ, Шишков ял тăрăхӗ), – тет «Россельхознадзор»ăн Тутарстан Республикинчи управленийӗн чикӗри ветеринарипе контроль уйрăмӗн патшалăх инспекторӗ Гульнара Арсланова.
Ҫавăнпа çыхăннă май «Россельхознадзор»ăн Тутарстан Республикинчи управленийӗ сысна хуҫалӑхӗсен ертӳҫисене, сыснасем усракан уйрăм хуҫалӑхсен ертӳҫисене чӗнсе каласа, хӑйсен хуҫалӑхӗсенче çак чире кăларса тăратас мар тесен мӗнпур требованисене те пурнăçлама сӗнет.
Çакăншăн пӗрремӗш черетре, республикӑра зоогигиена нормисемпе сыснасене усрамалли правилӑсен требованийӗсене тӗрӗс пурнăçлама, апата хӑрушсӑр территорисенчен туянмалла тата вӗсене выльӑхсене çитерес умӗн вӗрилентерсе ӗçе кӗртсе пурнăçламалла. Сыснасене усрамалли, апат хатӗрлемелли тата сыхламалли вырӑнсенче дезинфекци ирттермелле, мӗншӗн тесен сӑвӑссем çавăн пекех вирус салатакансем пулса тăраççӗ.
Справка
Сыснасен африка чумин чирӗн профилактикипе ҫыхӑннӑ ыйтусем пулсан, «Россельхознадзор»ăн Тутарстан Республикинчи управленийӗн патшалӑх ветеринари надзорӗн уйрăмӗн (843) 278-93-53 телефон номерӗпе ыйтса пӗлме пулать, – тет Гульнара Арсланова.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев