Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Ялсенче халӑх пухӑвӗсем иртеҫҫӗ

Кама мӗн пӑшӑрхантарать?

Ҫак эрнерен пуҫласа ял тӑрӑхӗсенче халăх пухӑвӗсем иртме пуҫларӗҫ. Йăлана кӗнӗ тăрăх, пухусем, чи малтан, Çӗнӗ Чукал тата Çӗнӗ Йӗлмел ялӗсенче иртеççӗ.

Пухусенче ертӳçӗсем отчет параҫҫӗ пулсан, халӑх та хӑйне хумхантаракан ыйтусем ҫине хурав илме тӑрӑшать.

Çӗнӗ Йӗлмел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн Роберт Дружковӑн отчетлӑ докладӗнчен курăннă тӑрӑх, иртнӗ çул ял тăрăхӗнче сахал мар ӗҫ пурнăçланнă. Чылай ӗҫсене сулăм укҫи-тенкипе тунă, ҫавӑн пекех, спонсорсен шучӗпе пурнӑҫлани те пулнă. Ҫӗнӗ Чукал ялӗнчи мечӗте ҫӗнетессине, сӑмахран, спонсорсем пулӑшнипе пурнӑҫланӑ. 

Паян ҫак ялсенче пурӑ-накансене пуринчен ытла ҫул, шыв, урамсене ҫутатасси, масарсене тирпейлесси хумхантарать. 

— Эпир çынсен ыйтăвӗсем тимлӗхсӗр ан юлччӗр, ял тăрăхӗсенче мӗнле проблема пур, пӗрле татса пама тӑрӑшатпӑр, — терӗ ял пуҫлӑхӗ.

Çӗнӗ Чукал ялӗн ҫыннисем ял клубне юсассине те пысăк ӗмӗтпе кӗтеççӗ.

* * *
Кивӗ Чукал, Чӑваш Ҫӗпрел ялӗсенче пуху питӗ хӗрӳ иртрӗ. Ял ҫыннисем, хӑйсен тӑван ҫӗрӗшӗн, тӑван ялӗшӗн тăрăшса ӗçлесе пурăнакансем, хăйсене хумхантаракан ыйтусене хускатрӗҫ.

Пӗлтӗр пурнăçланă пысӑк ӗҫсенчен ҫул тӑвасси, масар хапхине ҫӗнетесси пулнӑ. Кунсӑр пуҫне электричество пралукӗсемпе газ трубисене кансӗрлекен йывӑҫсене каснӑ.

Паллах, кулленхи пурнӑҫра ялта кӗтмен чăрмавсем те пулаҫҫӗ. Сӑмахран, пушар машинисене юсасси, хутакан гараж тӑвасси, хӗлле юр кӗрчӗсене тӗрттересси... 

Ял пуҫлӑхӗсем те вӗсене асӑнса иртрӗç. 

Халӑхпа тӗлпулусенче район прокурорӗ Олег Гайнетдинов, тӗрлӗ службӑсем те тухса калаҫаçҫӗ. Ял ҫыннисене пушара хирӗҫ хӳтӗлемелли правилӑсене ӑнлантарса параҫҫӗ. Юлашки вӑхӑтри мошенниксем улталанă тӗслӗхсене те нумай илсе кӑтартаҫҫӗ, асӑрхануллӑ пулма чӗнсе калаҫҫӗ. 

Сӑмах паян ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан çар ҫыннисене — вӗсен ҫемйисене пулӑшасси ҫинчен те пырать. 

— «Пӗр тӗлпулу — хăй пӗр пурнӑҫ!» тесе ахальтен каламаççӗ. Паян пирӗн халӑха хӑйсен хуйхи-суйхине пӗлтерме нумай интернет хатӗрӗсем пулӑшаççӗ пулин те, пухӑнса курнӑҫас йӑла нихҫанхинчен те тухӑҫлӑрах! — терӗç тӗлпулӑва килнӗ ял ҫыннисем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев