Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Геройсен ячӗ ӗмӗр-ӗмӗрех!

Район центрӗнче Геройсен Аллейинче паллӑ ентешӗмӗре, икӗ хут Социализмла Ӗҫ Геройне Петр Васильевич Дементьева халалланӑ митинг пулчӗ.

Митингра Петр Васильевич Дементьевӑн паттӑрла пурнӑҫ ҫулӗ ҫинчен каласа пачӗҫ, монумент умне чечексем хучӗҫ.

— Пирӗн Ҫӗпрел районӗ хӑйӗн геройӗсемпе чапа тухнă, Петр Васильевич Дементьев — вӗсенчен пӗри. Патриотизм туйӑмӗ пирӗн ҫынсен хушшинче нихҫан та ҫухалмӗ, тесе шутлатӑп эпӗ. Пире тăнăç, туслă тата ҫителӗклӗ пурнăçпа пурăнтарассишӗн Тӑван ҫӗршывшӑн ӗҫлесе тӑнӑ геройсене эпир манмӑпӑр, вӗсене яланах асра тытӑпӑр. Ӗмӗр-ӗмӗрех Мухтав вӗсене, — терӗ район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров хӑйӗн сӑмахӗнче. Вăл, çаплах, студентсене Студентсен кунӗ ячӗпе саламларӗ, вӗсене вӗренӳре тата малашнехи пурнăçӗсенче ăнăçусем сунчӗ.

Унтан «Малтисен юхăмӗ» активисчӗсем хӑнасене Геройсен Аллейинче монуменчӗсене лартнă районти геройсем ҫинчен каласа пачӗҫ, аллея тӑрӑх экскурси ирттерчӗҫ.

Справка

Ентешӗмӗр, СССР авиаци промышленноçӗн министрӗ пулнă, икӗ хутчен Социализмла Ӗç Геройӗ, генерал-полковник-инженер Петр Васильевич Дементьев 1907 çулхи январӗн 24-мӗшӗнче Чӗмпӗр губернийӗн Пăва уезӗн (хальхи вăхăтра Тутарстан Республикин Çӗпрел районӗ) Упи ялӗнче çуралнă. Нумай çул хушши тăрăшса ӗçленӗшӗн ăна тăхăр хутчен Ленин орденӗпе, Хӗрлӗ Ялав, I степеньлӗ Кутузов, II степеньлӗ Суворов, икӗ Ӗçлӗх Хӗрлӗ Ялав, Хӗрлӗ Çăлтăр орденӗсемпе, «Çапăçури паллă ӗçсемшӗн» тата ытти медальсемпе наградăланă. 1953 çулта вăл Патшалăх премийӗн лауреачӗ пулса тăнă, СССР Верховнăй Совечӗн икӗ пухăвӗн депутачӗ пулнă. П. В. Дементьев 1977 ҫулхи майӑн 14-мӗшӗнче вилнӗ, ӑна Мускавра Новодевичье масарӗнче пытарнӑ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев