Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Галия Ахмедова: Телейлӗ   пулас тесен сапăрлăх тата тӗллевсем пулмалла

Хусанта Тутарстанӑн 10 муниципаллӑ районӗнчен 11 ҫемье республика «Некэбил» конкурсӗнче хӑйсен телейлӗ ҫемьеллӗ пурнăçӗн формулипе паллаштарчӗç. Пирӗн районтан çавăн пек çемье – Галияпа Амир Ахмедовсемччӗ

Галияпа Амир Ахмедовсем 2007 ҫулта çемье çавăрнă. Галия Тутар Паснапуç ялӗн хӗрӗ, Амир вара Узбекистанра çуралнă. 1990-мӗш ҫулсенче вӗсем –Ахмедовсем района килсе тӗпленеççӗ.

Ахмедовсен ҫемйинче икӗ хӗр ҫитӗнет, вӗсем иккӗшӗ те 1номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вăтам шкулӗнче вӗренекенсем. Юрра, ташша пултаруллă. Çапла пулмасан та çук, тӗрлӗ рольсем пурнăçлани, юрлани, ташлани, уяв мероприятийӗсем йӗркелени вӗсен куҫӗ умӗнче иртет. Галия – районти культура уйрăмӗн ӗҫченӗ. Тӗрлӗ культура мероприятийӗсемшӗн вăл сценарисем йӗркелет, вӗсенче, çаплах, хӑй те унта мӗнпур чунне парса, хутшӑнать. Çемье пуҫлӑхӗ Амир вара шалти ӗҫсен пайӗнче вăй хурать,  халӑхăмăрăн тӑнӑҫлӑхне сыхланă çӗрте хăйӗнчен пай кӗртет.

Ахмедовсем конкурсра «Хӗрарӑм – тӗнче чӗри» ятлă представлени кӑтартрӗҫ. Представление çакăн пек ят парассин шухӑшӗ та хӗрарӑм нумай япалана тума пултаруллă, тӑван-хурӑнташсене пӗрлештерессинче унăн ролӗ пысӑк вырӑн йышӑннине кӑтартса парассинчен килсе тухать. Мӗншӗн тесен, вӗсем хӑйсем те нумаях пулмасть тӗнчен тӗрлӗ кӗтесӗсене саланнă тӑван-хурӑнташлӑ тӗлпулӑвăн свидетелӗ пулчӗç. Çакăн çинчен Галия:

– Çӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗсене сапаланнă тăвансем: ҫӗре яхăн ҫын пӗрле, Хусан хулинче пуҫтарӑнтăмăр. Çак тӗлпулури кăмăл-туйăмсене сăмахпа каласа пама та май çук. Унта савăнăç, çав вăхăтрах куççуль... тунсăх...

Тӗлпулӑвӑн никӗсӗ вара Аннемӗрпе-хӗрарăмпа пырса çыхăнчӗ. (Район çыннисем районти тӗп больницăра нумай çул хушши ачасен врачӗ пулса ӗçленӗ Зайтуна аппана пӗлеççӗ пуль. Авт.) Элле таçта сапаланнă йăх-несӗл тымарăн вăчăрине шăпах вăл тума пултарчӗ. Шел пулин те, аннемӗр те, атте те çут тӗнчерен уйрăлса кайрӗç, анчах ҫав тӗлпулу хыҫҫӑн юлнӑ ӑшӑлăх, тăвансем пӗр-пӗринпе курнăçни, несӗл вăчăри татăлманни – вӗсен пехилне тӳрӗ пулса юлни шанăçлă пулса тăрать. Ҫемьере те вӗт ҫапла. Вăл та хӑйне кура пӗр пӗчӗккӗ тӗнче. Ачисем, мӑнукӗсем Анне-хӗрарӑм пулнă никӗсе пуçтарăнаççӗ. Ҫавӑнпа та ҫак конкурсра çавăн пек ятпа тухас терӗмӗр. Ҫак ӗҫре хамăн анне, ачасем, тӑвансем, пӗрле ӗҫлекенсем пулӑшрӗҫ. Ертӳçӗсен те пулӑшăвне туйрӑмӑр, пурне те тав тӑватпӑр, – тет Галия Ахмедова.

Жюри район çыннисен çакăн пек представленине, тăрăшулăхне хаклать, паллах.  Пӗтӗмлетсе каласан, Ахмедовсем халиччен те çак представленипе «Нечкэбил» конкурсăн зонăсем хушшинчи турӗнче çӗнтернӗччӗ. Акă тата, Хусанта иртнинче Галия Ахмедова «Рухи Нечкэбил 2021» («Духовная Нечкэбил») титула тивӗçлӗ пулчӗ. Вӗсене нумай парнесем: санаторие, фотостудие  путевкăсем, тӗрлӗ сертификатсем, «Çемье мӑнаҫлӑхӗ», «Тавтапуç, анне!» дипломсем пачӗç.

Галияран хӗрарӑмăн ӗҫе, çемьене телейлӗ тӑвас тесен мӗнле пулмалли çинчен те ыйтса пӗлтӗмӗр.

– Ман шутпа,  сапăр пулни пулӗ. Паллах ӗнтӗ, тӗллевсем пулни тата ӑна пурнӑҫласси. Телейлӗ ҫемьен формули маншӑн ҫавӑн пек пулни паха, – тесе хуравларӗ.

Справка

«Нечкэбил» – вăл Тутарстанӑн туслӑ ҫемйисене палăртас енӗпе республика конкурсӗ, республика мӑнаҫлӑхӗ тата пуянлăхӗ. Вăл çемье ăшшине те, наци хăйне евӗрлӗхӗсене, йӑла-йӗркисене пӗрлештерекен уяв. Телейлӗ, ҫирӗп ҫемьесем, Нечкебил пек ачаш та ывӑнма пӗлмен хӗрарӑмсем яланах тӗслӗх пулса тӑраҫҫӗ.

Фестиваль условийӗсем тӑрӑх кашни ҫемье мӗнле те пулин ҫемье уявне, йӑлине кăтартма, ҫывӑх ҫыннисемпе паллаштарма, хӗрарӑмсен хӑйсем кăна туйнă, хăйсене евӗрлӗ кăна çыхăнтарса пынă ҫемьен илемне кӑтартма пӗлмелле. Ҫавӑн пекех юрӑпа, ташӑпа, илемлӗ сӑмахсемпе усă курса суйласа илнӗ тема енӗпе пысăк пулман уява, хăйӗн ҫемйи, хӑйӗн ҫинчен, мӑшӑрӗпе ачисем ҫинчен каласа паракан видеосюжет сӗнмелле.

«Нечкэбил» конкурсӗ уникаллă.  Раҫҫейӗн пӗр регионӗнче те йӑла-йӗркене хисеплекен тата упракан уяв ҫук. Ҫавӑн пекех, конкурса Анне кунӗнче ирттерни те хăйне евӗрлӗ. Мӗншӗн тесен анне пулмасан, никам та пулман пулӗччӗ çак çӗр çинче.

Конкурс кӑҫал 16-мӗш хут Тутарстан Республикин Президенчӗ Р.Н.Минниханов пулӑшнипе, «Çирӗп çемье»  федераллă парти проекчӗн шайӗнче иртет.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев