Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Ҫемье кунӗнче – ҫӗнӗ ҫемье

Юрий Воробьевпа Анастасия Абукина мӑшӑрланӑвне регистрацилерӗç

Июлӗн 8-мӗшӗнче, Раҫҫейре ҫемье, юратупа шанчăклăх кунне палӑртаҫҫӗ. Унăн историйĕ самай авалхи пулăмсемпе çыхăннă: православи тĕнне ĕненекенсем Петрпа Феврония çветтуйсене хисеплесе çак уява пуçарса янă. Историре вӗсем питӗ телейлӗ пурӑннӑ, пӗр кунта вилнӗ, тесе ҫыраҫҫӗ. Паллах ӗнтӗ, нумай мăшăрсем вӗсене тӗслӗхе илсе, шӑпах ҫак кун çырăнма кăмăллаççӗ. Пирӗн районта та Çемье, юрату тата шанчӑклӑх кунне паллӑ тунӑ май, районти ЗАГС пайӗнче çамрăк мăшăра çырăнтармалли мероприяти иртрӗ.

– Ҫемье, юратупа шанчӑклӑх кунӗ – православи тӗнне ӗненекенсемшӗн питӗ паха уяв пулса шутланать. Шӑпах ҫак кун эпир те мăшăрланас терӗмӗр. Петрпа Феврония – чӑн юратӑвӑн, шанчăклăхăн тата телейлӗ мӑшӑрăн тӗслӗхӗ пулса тӑраҫҫӗ. Эпир те пӗрлехи пурнӑҫăмăр ҫакӑн пек пуласса шанатпӑр, – тесе хăйсен шухăш-кăмăлӗсене пӗлтерчӗç Юрийпе Анастасия.

Юрий Матак ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, вӑтам шкул хыҫҫӑн Хусанти танк училищине вӗренме кӗнӗ. Ăна пӗтерсен РФ Хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйӗнче службине пуҫланӑ, хальхи вӑхӑтра Ростов облаҫӗнчи ҫар чаҫӗсенчен пӗринче службӑра тӑрать. Юрий – аслă лейтенант, рота командирӗ. Вӑл, çавăн пекех, Украинӑри ятарлă операцире хутшӑнать, аманнӑ, медальсене тивӗçнӗ.  Хальхи вăхăтра Юрий ҫемьери лару-тӑрӑва пула отпускра, унтан каллех ҫар службине таврӑнма хатӗрленет.

Юрийпе Анастасия январь уйӑхӗнчех мӑшӑрланмалли куна Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунне суйласа илсе, çырăнма заявлени параççӗ.

Анастасия Чӑваш Енри Комсомольски районӗнчен. Кӑҫал Шупашкарти патшалӑх институтӗн медицина факультетӗнчен сиплев ӗçӗ специальноҫӗпе вӗренсе тухнӑ, нумаях пулмасть Диплом илнӗ.

Юрийпе Анастасия паллашни нумай пулать. Анастасиян амӑшӗ Ҫӗпрел районӗнчи Чăваш Ишлӗ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Çемье çавăрсан, Комсомолски районне куҫнӑ. Анастасия ачалӑхне тӑван ялта кукашшӗпе кукамăшӗ патӗнче ирттернӗ, ун хыҫҫӑн тӑванӗсем патне час-часах килсе ҫӳрет. Çав вăхăтра хӑйӗн пулас мăшăрӗпе Юрийпе паллашать. Юрий ун чухне училище курсанчӗ пулнӑ.

«Мӑшӑрланни ҫинчен калакан свидетельствӑри дата ҫемье çавăрнă кунпа пӗрле уяв ҫинчен те аса илтерсе тăрӗ», – тет вӑл.

Телейлӗ ҫамрӑк мăшăра саламлама районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Данис Сатдинов тата унӑн çумӗ Айрат Залялов килнӗччӗ.

Данис Сатдинов ҫамрӑксене ҫемье документне тата парнесем пачӗ, сывлӑх, телей, юрату, вӑрӑм пурнăç сунчӗ.

Ҫамрӑк мӑшӑрсене, çаплах, ЗАГС пайӗн ертӳçи Альбина Шарафутдинова, ашшӗ-амӑшӗсем, тӑванӗсем, ҫывӑх ҫыннисем саламларӗҫ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев