Эллария — кăçалхи çулăн пӗрремӗш пепки
Районта: 2025 ҫулта ҫуралнӑ пӗрремӗш ачана регистрацилерӗç
Эллария — Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнче пурăнакан Регинапа Раиль Измайловсен виҫҫӗмӗш ачи. Ячӗ тӗрӗк тата грек чӗлхинчен килет. Куҫарсан «ҫӗршыв», «халӑх», «Тӑван çӗршыв» тенине пӗлтерет. Грек варианчӗн куҫарӑвӗ — «хӗр-хӗрарăм». Вӗсене пӗрлештерсен вара, вӑл тарӑн пӗлтерӗшлӗ пулса тăрать: «Çӗршыв, Тӑван çӗршывăн хӗрӗ».
Хӗрпӗрчи — ашшӗ-амӑшӗсен савӑнӑҫӗ, икӗ тетӗшӗн хаклӑ йӑмӑкӗ. Амӑшӗ Регина 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вӑтам шкулӗнче воспитани ӗҫӗсен енӗпе директорӗн çумӗ пулса ӗҫлет. Ашшӗ Раиль Ульяновск хулинче ӗҫлет. Измайловсем 2016 ҫулта çемье çавăрнă. Тăрăшуллă çемье 2021 ҫулта урӑх çӗре пӳрт лартнă, унта пурăнма куçнă.
Эллариян пурнӑҫӗнчи пӗрремӗш мероприятийӗнче Ӗç тăвакан комитетăн ертӳçи Рустам Мухаметзянов:
— Паян эпир 2025 ҫулта районăмăрта ҫуралнӑ пӗрремӗш ачана чыслатпӑр. Ачасем — ҫемьен тӗп пуянлӑхӗ, пирӗн патшалӑхӑн пуянлӑхӗ. Вӑл ашшӗ-амӑшне савӑнтартӑр, районăмăрăн, ҫӗршывăмăрăн тивӗҫлӗ ҫынни пулса ӳстӗр, хӑйӗн ăнăçăвӗсемпе тӑван енне чапа кăлартăр! — терӗ вӑл.
— Пирӗн районта ачана пӗлӳ илме, пултарулӑхне аталантарма мӗнпур условисем те пур. Эллария хӑйӗн пултарулӑхӗпе савăнтарса ӳстӗр, — терӗ Измайловсен савӑнӑҫне пӗрле пайлама килнӗ 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вӑтам шкулӗн директорӗ Лилия Насибуллина.
Элларияна чысланӑ чухне парнесем те нумай пулчӗç. Пӗчӗк хӗрачана ҫурални ҫинчен çирӗплетекен сидетельство та пачӗç. Саламлама асламӑшӗ, аслашшӗ, тетӗшӗсем те килнӗччӗ.
— Пӗрремӗш ывӑлăмăр Самат 2 класра вӗренет, иккӗмӗшӗ — Ранэль — ача садне ҫӳрет. Эпир хӗр ҫинчен ӗмӗтленсе пурăнтăмăр. Акă ӗнтӗ Турри те хисеп турӗ, пире хӗрпӗрчи парнелерӗ, — тесе пӗлтерчӗç Измайловсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев