Аслă пурнăç çулӗ кӗтет
Районти пӗлӳ паракан учрежденисене кăçал çак вӗренӳ çулталăкӗнче 95 вӗренекен вӗҫлерӗ
Районти Культура çуртӗнче савăнăçлă мероприяти – шкул пӗтерекенсен каçӗ иртрӗ. Уяв районти шкулсенчи 95 выпускникшăн, вӗрентекенсемшӗн тата ашшӗ-амӑшӗсемшӗн савăнăçлă кулӑпа хумхану, вӗҫӗмсӗр тав сӑмахӗсемпе тулли пулчӗ.
Вӗренсе тухнисене умӗсенче ҫӗнӗ пурнӑҫ кӗтет. Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров ҫак ҫул ӑнӑҫлӑ та чăрмавсăр пулма сунчӗ.
– Хаклӑ выпускниксем! Сире шкул пӗтернӗ тата мӗнпур экзаменсене –патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗсене ӑнӑҫлӑн панипе, тинех, аттестат илнӗ ятпа чун-чӗререн саламлатӑп. Паян, çавăн кăтартăвӗ пулнă, тӗлӗнмелле уяв – шкултан вӗренсе тухакансен каҫӗ иртет. Ку савӑнӑҫлӑ, торжествăлла тата ҫав вӑхӑтрах салхуллӑ уяв та. Мӗншӗн тесен çак самантпа чӑнласах, шкулпа, вӗрентекенсемпе, туссемпе сывпуллашни пулать. Эсир пурнӑҫӑн аслӑ ҫулӗ умӗнче тӑратӑр. Эсир хӑюллӑн утăр ҫак пурнӑҫ ҫулӗпе, сире ҫӗнтерӳсем, пысӑк ҫитӗнӳсем ҫеҫ кӗтсе тăччăр. Çак çулпа утнă май, сирӗнпе юнашар лайӑх, ырӑ ҫынсем, шанчӑклӑ туссем ҫеҫ пулччӑр. Шкулта илнӗ пӗлӗвӗре тата та ӳстерӗр, пур майсемпе аталанса пыма тăрăшăр, ҫӗнтерӗр, хӑвӑрăн ӗмӗт-шухăшăрсене çӗнсе илмелле пултăр. Хӑвӑра пулăшнă вӗрентекенсене, аҫӑр-аннӗре ан манӑр. Сире кунта яланах хавас пулӗç, специальноҫ илнӗ хыҫҫӑн района таврӑнӑр, ӑнӑҫусем сире! – терӗ Марат Гафаров.
Вăл шкултан «пиллӗк» паллăпа çеç вӗренсе тухнӑ 15 медалиста, тивӗҫлӗ парнесемпе ҫемҫе теттесемпе, ҫавӑн пекех район, республика шайӗнчи олимпиада призерӗсене Тав ҫырӑвӗсемпе, укҫа-тенкӗ сертификачӗсемпе парнелерӗ.
Мероприяти шайӗнче «2022 ҫулăн выпускникне» пӗлтерчӗç. Ку ята Кивӗ Шемӗршел вӑтам шкулӗнчен Талия Калимуллина тивӗҫлӗ пулчӗ. Талия – медалистка, темиҫе хут олимпиадӑсен призерӗ, спортсменка тата шкул пурнӑҫ енче те хастар хутшӑннă.
Çаплах, шкул тата спорт пурнӑҫӗнче хастар хутшӑннӑшӑн тӗрлӗ парнесене: ылтӑн ГТО паллисене, Тав ҫырӑвӗсене тата асӑнмалӑх парнесене районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Данис Сатдинов, унӑн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен çумӗ Айрат Залялов, спорт, ҫамрӑксен тата туризм уйрăмӗн начальникӗ Руслан Вильданов пачӗç. Вӗренсе тухакансенчен кашниех тенӗ пекех пӗр-пӗр номинаци енӗпе парнесене тивӗçлӗ пулчӗç.
Педагогсене те, ашшӗ-амӑшӗсене те ӑшӑ сӑмахсем нумай каларӗҫ. Шкул пурнӑҫне хастар хутшӑннӑшӑн Ильсур Халитов ашшӗ-амӑшӗсене Тав ҫырӑвӗсемпе чысларӗ.
Мероприяти тӑршшӗпех уявăн геройӗсене чи ӑшӑ сӑмахсемпе юрӑсем парнелерӗç.
Кивӗ Кахăрлă шкулӗнчен Эльвина Измагилова, медалистка:
– Эпир шкула тӑваттӑн пӗтертӗмӗр. Пӗрлехи патшалӑх экзаменне лайӑх патӑм. Вырӑс чӗлхипе 91 балл пухрӑм. Малашне вырӑс чӗлхипе литература вӗрентекенӗ пулас тетӗп. Ҫемьере эпир икӗ ача – аппа врач пулса ӗҫлет. Эпир район ертӳçине, вӗренӳ пайне, культура ӗҫченӗсене вӗренсе тухакансем валли ҫакӑн пек чаплӑ уяв йӗркеленӗшӗн тав тӑватпӑр. Питӗ хумхантаракан, асра юлакан уяв. Выпускниксене ăнăçусем сунатӑп!
Савăнăçлă пай хыҫҫӑн вӗренсе тухакансем, йăлана кӗнӗ тăрăх, «Выпускниксен паркне» кайрӗç, хӑйсен сӗнӗвӗсене ҫырса хăварчӗç. Унтан «Чупрэле» («Ҫӗпрел») паркӗнче, Çамрӑксен кунӗ шайӗнче, эстрада артисчӗсем Айдар Ракипов, Андрей Думилин тата Roldan Morales хутшӑннипе уяв дискотеки йӗркелерӗç, каҫхи тӳпере уяв салючӗ çуталчӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев