Реклама
Тӗп хыпар
Аслӑ Аксупа Хулаçырми ялӗсене пӗрлештерекен ҫула çӗнетеççӗ
Кӗтсе илнӗ пулăм
Юлашки ҫулсенче Хулаçырмипе Аслă Аксу ялӗсенче иртнӗ халӑх пухӑвӗсене икӗ ял хушшинчи çул çӳреме май пулман шая килсе тухни çинчен ӳпкелешсе калаçни шавах илтӗнсе тăчӗ.
Тинех, иртнӗ çул ҫак ялсем хушшинче ҫул хывас ӗҫ пуҫланчӗ. Малтанах çул-йӗр тăвакансем ҫак вырăна хӑйӑрпа чул турттарса хучӗç. Икӗ ял хушшинче пысăк ту пулса тăчӗ. Унтан ялсен хушшинчи пысăк кӗпер хывас ӗçсене пуçăнчӗç. Çак ӗç вӗçленнӗ те ӗнтӗ.
Асфальт сарас ӗҫе «Татавтодорăн» районти организацийӗ пурнăçлать. Ку чухнехи технологисемпе килӗшӳллӗн ҫулăн кивӗ сийне пӗтӗмпех хырса илнӗ. Никӗсне те ҫирӗплетеççӗ. Çакăншăн ҫул çине хулăн кăна хӑйӑр, унтан вак чул сараççӗ. Çак ӗçсене бульдозер, каток, экскаватор, грейдер пек техникăсемпе организацийӗн каччисем пурнăçлаççӗ. Вун-вун «КамАЗ» автомобильсем ҫул ҫине сарма тивӗçлӗ хӑйӑра, вак чула турттарса тăраççӗ. «Komatsu» погрузчикпа Василий Кудрявцев «КамАЗ» автомобильсем ҫине çавсене тиесе тăрать. Çул çине пушатнă строительство массине Николай Долгов бульдозерпа сарать. Ҫул тăвакан каччăсем ырми-канми, иртен пуҫласа каҫчен ӗҫлеҫҫӗ, терӗç пире.
– Паянхи кун 5 километр тӑршшӗ ҫул çине ҫӗнӗ асфальт хывма хатӗрлӗх ӗçӗсем вӗçленсе пыраççӗ. Хӑйӑр, унтан вак чул сарнă кашни сие катокпа таптатса, тăкăслатса, кирлӗ пулнă мӗнпур ӗçсем те тивӗçлӗ шайра пурнăçланаççӗ. Ҫак ӗҫсене вӗҫленӗ хыҫҫӑн ҫул ҫине икӗ сий асфальт массине хывӗç, – тет организацийӗн мастер Алмаз Зайдуллов.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев