Вӗренсе тухакансен ашшӗ-амӑшӗсем математика предмечӗн база пайӗ енӗпе Пӗрлехи патшалӑх экзаменне пачӗç
Экзамен 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вăтам шкулӗнче «Экзамена пӗрле паратпăр. Ашшӗ-амӑшӗсен ППЭ парассин кунӗ» акци шайӗнче иртрӗ. Мероприятие районти вӗренӳ пайӗн начальникӗ Ильсур Халитов ертсе пычӗ.
– Кӑҫал Пӗтӗм Раҫҫейри ППЭ парасси улттӑмӗш хут иртет. Мероприятие çутӗç тата наука сферинче надзор енӗпе Федераци служби йӗркеленӗ. Асӑннӑ мероприятин тӗп тӗллевӗ – ашшӗ-амӑшӗсене Пӗрлехи патшалӑх экзаменне парассин процедурипе паллаштарасси, – терӗ Ильсур Халитов. ППЭ ирттерессинче уйрӑм ҫӗнӗлӗхсем ҫук, тесе палӑртрӗ вӑл. Экзаменсем, мӗнпур правилӑсене тытса пынипе, Роспотребнадзор требованийӗсемпе килӗшӳллӗн иртӗҫ.
Чӑн-чӑн ППЭ пекех, пӗтӗм процедурӑсене ашшӗ-амӑшӗсем те иртрӗç. Экзамен пуҫланас умӗн вӗсем термометри пулăшăвӗпе тишкерӳ иртрӗç, пурте медицина маскисемпеччӗ, дистанци пурнăçланчӗ. Ҫавӑн пекех ашшӗ-амӑшӗсем ППЭ ирттермелли йӗркепе: ӗҫ режимӗ, регистрациленес тата аудиторире ларас, инструктаж, бланксене тултарас енӗпе те паллашрӗç.
Районти çутӗç пайӗн методисчӗ Фания Низамова ППЭ памалли кабинета кӗрсен, экзамен иртнӗ вăхăтра контроль мӗнле пулни, экзамен материалӗсене мӗнле пичетлени тата ӗçе кӗртни çинчен каласа пачӗ. Йӗркелӳҫӗсем документсене тӗрӗс ҫырса хатӗрлемелли йӗркене ӑнлантарса пачӗҫ.
– ППЭ хатӗрленнӗ чухне вӗренсе тухакансен пӗлӗвӗ кӑна мар, вӗсен психологи енчен шухӑш-кӑмӑлӗ те пысӑк пулни, хӑйсен вӑйне шанни те пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Кунта ҫемье те пысӑк вырӑн йышӑнса тӑрать, – терӗ Фания Низамова.
Ҫакӑн хыҫҫӑн ашшӗ-амӑшӗсем тест заданийӗсене пурнӑҫлама тытӑнчӗç. Вӗсене ППЭ заданийӗн кӗскетнӗ вариантне сӗнчӗç. Заданисене пурне те пурнăçлама 40 минут вăхăт пачӗç. Тест экзаменӗнче 10ран ытла ашшӗ-амӑшӗ хутшӑнчӗ.
– Кӑҫал хӗрӗм Диана 11 класс пӗтерет. ППЭне иртнӗ çулах хатӗрленме пуҫларăмăр. Интернет урлӑ хатӗрленет, ятарлӑ видеоуроксене пӑхса тухать, вӗсем тӑрӑх заданисем ӗçлет тата шкулта йӗркеленӗ хушма консультацисене те çӳрет. Паянхи заданисене пурнӑҫлама йывӑрччӗ. Ҫакӑ шкултан вӗренсе тухнӑранпа вӑхӑт нумай иртнипе, хальхи программӑсен кăткăслăхӗпе те ҫыхӑннӑ пулӗ тетӗп. Ачасене ăнăçусем сунатӑп, – тесе калаçрӗ Çӗнӗ Ҫӗпрел ялӗнче пурӑнакан Гулия Фаизова.
– Пирӗн ҫемьере виҫӗ ача. Кӑҫал аслӑ хӗр шкул пӗтерет. Ҫакӑ пирӗншӗн питӗ хумхантаракан пулăм. Экзаменсем те хӑратаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та эпӗ ҫак сăнавсене иртме шут тытрӑм. Паллах, пире заданисем тума йывӑр, ачасемшӗн вара ун пекех пулас ҫук тесе шутлатӑп, мӗншӗн тесен вӗсем ҫакăн енӗпе вӗренеççӗ вӗт. Кунта кӑмӑл-туйăм лайăх пулни те, шанăç та кирлӗ, – тесе палӑртрӗ Альбина Шарафутдинова та.
Нет комментариев