Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Тӗп хыпар

Ҫамрӑксемшӗн пур ҫул та уҫӑ

«Юр десанчӗ» района килчӗ, тӗлпулусем йӗркелерӗ

Акци январӗн 20-мӗшӗнче пуҫланчӗ, январӗн 26-мӗшӗччен малалла пычӗ.

Тутарстанра Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫейӗн строительство отрячӗсен «Юр десанчӗ» патриотла акци пуҫланнӑччӗ. Вӑл пирӗн районта та иртрӗ.

«Шурӑ упасем» отряд 16: Хусанти патшалӑх аграри университечӗн студенчӗсене, Хусанти патшалӑх ветеринари академийӗн студенчӗсене, Пӑвари ветеринари техникумӗн тата Çӗпрелӗнчи отрасль технологийӗсен техникумăн студенчӗсене пӗрлештернӗччӗ. 

Асӑннӑ акцин тӗллевӗ — ҫамрӑксене професси ориентацийӗ парасси тата ӗҫе вырнаçма пулăшасси, патриотла воспитани парасси, сывӑ пурнӑҫ йӗркин хаклăхӗсене йӗркелесси.

«Юр десанчӗ» студентсен ӗҫ отрячӗсем Алешкин-Саплăк вӑтам шкулне ҫитсе курчӗç, унта кӗҫӗннисемпе аслӑ классенче вӗренекенсемпе тӗлпулу йӗркелерӗç. Тӗлпулу вӑхӑтӗнче студентсем аслӑ классенче вӗренекенсем валли мастер-классем кӑтартрӗҫ. Ачасем «Çӗпрелӗнчи отрасль технологийӗсен техникумӗнче» професси вӗрентӗвӗн ҫул-йӗрӗсемпе паллашрӗҫ, «Шурӑ упасем» отрячӗн представителӗсем студентсене районти техникумра шӑратса çыпăçтарас, электрик, кулинари тата пилотсӑр вӗҫекен аппаратсен енӗпе специалистсене вӗрентни ҫинчен каласа пачӗҫ. 

Пуҫламӑш классенче вӗренекенсем валли картонран тата пластилинран медальсем туса хатӗрлес енӗпе мастер-класс йӗркелерӗç. Мастер-классенче пуҫламӑш классенче вӗренекенсем тунӑ ӗҫсене ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан çар çыннисем валли гуманитари грузӗпе ӑсатӗҫ. 

«Юр десанчӗ» акцире хутшӑнакан «Шурӑ упасем» отрядăн представителӗсем, ҫавӑн пекех, ӗҫ тата тыл ветеранӗсене, ваттисене тата ятарлӑ ҫар операцийӗнче хутшăнакан ҫар ҫыннисен ашшӗ-амӑшӗсене кил-çурт таврашӗнчи территорисене тасатма, йӑлари ытти ӗҫсене пурнӑҫлама пулӑшрӗç. Унсӑр пуҫне, палӑксене юрпа пӑртан тасатрӗç. «Шурӑ упасем» отрядăн представителӗсен вӑйӗпе концерт та йӗркелерӗç. 

Тӗлпулусем Чӑваш Ҫӗпрел, Упи вӑтам шкулӗсенче те иртрӗҫ.

— Эпир хамăр Хусантан килтӗмӗр, кунта пирӗн пата «Çӗпрелӗнчи отрасль технологийӗсен техникумӗн» студенчӗсем те хутшӑнчӗҫ. Ҫӗпрел ҫӗрӗ пире питӗ килӗшрӗ. Пурте пӗрле бадминтонла вылярӑмӑр, «Акчарлак» шывра ишмелли бассейна кайрӑмӑр, пăр керменӗнче конькипе савӑнсах ярӑнтӑмӑр, — тесе калаçрӗ ТР студенчӗсен ял хуҫалӑх отрячӗсен ертӳҫин ҫумӗ Данила Багурин.

Районти Культура çуртӗнче иртнӗ тӗлпулура районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн социаллӑ ыйтусем енӗпе ӗҫлекен ертӳҫин ҫумӗ Айрат Залялов, «Ҫӗпрелӗнчи отрасль технологийӗсен техникумӗ» патшалӑх автономиллӗ професси пӗлӗвӗ паракан учрежденийӗн директорӗ Фаниль Яфизов, Тутарстан Республикин Атӑл ҫи тӑрӑхӗнчи студентсен зона штабӗн ертӳҫи, «Пӑвари ветеринари техникумӗ» патшалӑх автономиллӗ професси пӗлӗвӗ паракан учрежденийӗн директорӗ Ильдар Гиниятуллин хутшӑнчӗç. Хӑнасем «Юр десанчӗ» патриотла акцие хутшӑнакан «Шурӑ упасем» отрячӗн представителӗсене тав турӗҫ, малалла та ăнăçусем сунчӗҫ.

Мероприяти вӑхӑтӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри патриотла акцире хутшӑнакансене Тав ҫырӑвӗсемпе парнесем пачӗç.
Çавăн пекех, залра ларакан аслӑ классенче вӗренекен ачасене «Улшăнусене çул» фильм кӑтартрӗҫ, фильм студентсен ӗҫ отрячӗсем ҫинчен пулчӗ.

Малалла тăсса

Студентсен отрячӗсем — ҫамрӑксен организацийӗ, унта кашни студент кӗме пултарать тата унӑн 65 ҫуллăх историйӗ пур. Кунта чи кирли — укҫа ӗҫлесе илме, ҫул ҫӳреме, ҫӗнӗ паллашусем тума тата ҫамрӑксене интереслентерекен пур сферӑра та аталанма май пур.

Паян «Ҫӗпрелӗнчи отрасль технологийӗсен техникумӗн» студенчӗсем Наережные Челны хулинчи Пӗтӗм Раҫҫейри «КамАЗ» Ӗҫ проекчӗн хӗллехи тапхӑрӗнче хутшӑнаҫҫӗ, автогигантсем тӑвассишӗн вăй хураççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев