Районти Культура çуртӗнче ачасем валли, йӑлана кӗнӗ, район пуçлăхӗн Çӗнӗ ҫул чăрăшӗн уявӗ иртрӗ.
Мероприятие вӗренӳ отличникӗсене, тӗрлӗ предмет олимпиадисенче çӗнтерӳçӗ пулнисене, Пӗтӗм Раççейри, республикӑри конкурссенче, спорт ӑмӑртӑвӗсенче призлă вырăнсене çӗнсе илекенсене, ҫавӑн пекех сывлӑх тӗлӗшӗнчен çирӗпех пулман ачасене, нумай ачаллӑ ҫемьесенче ӳсекенсене йыхравларӗҫ.
Ачасене Ҫӗнӗ ҫул ячӗпе саламлама IV, V, VI, VII созывăн РФ Патшалăх Думин депутачӗ, «Единая Россия» партийӗн членӗ Ильдар Гильмутдинов та килнӗччӗ.
Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаровпа Ильдар Гильмутдинов ачасене 2022 ҫул ячӗпе саламларӗҫ, вӗсене сывлӑх, пурнӑҫра, вӗренӳре, спортра ăнăçусем, ҫӗнӗ ҫулта мӗн ӗмӗтленни пурнӑҫланма сунчӗç.
Ачасем валли Культура çурчӗн ӗҫченӗсем театрализациленӗ представлени хатӗрленӗччӗ. Ҫӗнӗ ҫул программи ачасене кӑмӑла кайрӗ: вӗсем юмахри геройсене савӑнӑҫлӑн кӗтсе илчӗҫ, алӑ ҫупрӗҫ, тӗрлӗ заданисене пурнӑҫлама пулӑшрӗҫ, ташларӗҫ, юрларӗҫ, юратнӑ сӑввисене вуларӗҫ, темӗн чухлӗ пуҫватмӑш тата заданисем турӗҫ.
Нет комментариев