Раҫҫей Федерацийӗн гражданӗсен çар службине каймалли тапхăр пуҫланчӗ
Ҫурхи призыв апрелӗн 1-мӗшӗнчен пуҫланса июлӗн 15-мӗшӗччен пырӗ. «Ҫар тивӗҫӗсем тата ҫар служби çинчен» федераллă законпа килӗшӳллӗн Раҫҫейре 135 пин каччăна, республикӑра вара – 3 пин те 500 каччăна çар службине илӗç.
Районта вара çурхи призыв тапхӑрӗнче салтака 39 ҫамрӑк кайӗ. Майăн 14-15-мӗшӗсенче ҫар комиссийӗн ларӑвне 75 ҫамрӑк килнӗ. Комисси членӗсем йӑлана кӗнӗ тăрăх «Çара каяс килет-и? – тесе ыйту панӑ. «Çапла!» – тенӗ ҫар службине каякансем.
Тутарстан Республикин çар комиссариачӗн Пăва тата Ҫӗпрел районӗсенчи уйрăмӗн начальникӗ подполковник Радик Тухфатуллин каланӑ тӑрӑх, пирӗн каччăсем ытларах Мускав облаҫӗнче, Хабаровск, Чита, Оренбург, Самара, Саратов, Екатеринбург облаçӗсенче çар службине иртӗç.
Аса илтеретпӗр, 16 ҫула ҫитнӗ кашни ҫамрӑк çар комиссарӗнче учетра тӑма тивӗçлӗ. Анчах та çар службине каяссине куçарса тăма пӗр хут кăна ирӗк пур.
«Ҫар тивӗҫӗ тата ҫар служби çинчен» закона кӗртнӗ улшӑнусемпе килӗшӳллӗн, запасра пулман, аслӑ тата вӑтам професси пӗлӗвӗ илнӗ каччăсем призывпа ҫар службине кайман пулсан та, контрактпа служить тума пултараҫҫӗ.
Нет комментариев