2022 ҫул. Çӗпрелӗн пӗрремӗш пепки
Январӗн 15-мӗшӗнче районти тӗп больницăн ача çуратмалли уйрăмӗнче кăçал пӗрремӗш пулса çуралнă ачана регистрацилесси савӑнӑҫлӑ майпа иртрӗ
Пепке – Кивӗ Ҫӗпрел ялӗнчен Иринӑпа Дмитрий Васильевсен ҫемйин иккен. Ҫамрӑк ашшӗпе амӑшне район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, ҫавӑн пекех районти тӗп больницăн тӗп врачӗ Ильмас Шигабутдинов, ЗАГС пайӗн начальникӗ Альбина Шарафутдинова, тӑванӗсем тата ҫывӑх ҫыннисем саламларӗҫ.
Иринӑпа Дмитрий 2016 ҫулта çемье çавăраççӗ. Ирина Çӗнӗ Йӗлмел ялӗнче ҫуралса ӳсет, шкул пӗтерет, ун хыççăн Ульяновск хулинчи вӗренӳ заведенийӗнче пӗлӗвне малалла тӑсать. Дмитрийпе вӗсем çавăнта паллашаççӗ. Ҫемье пуҫлӑхӗ хулара ҫуралнӑ, анчах унӑн ашшӗпе амӑшӗ Чӑваш Çӗпрел ялӗн çыннисем.
Хӑйсен хӗрне вӗсем Елизавета тесе, питӗ чаплă ят панă. Ячӗн пӗлтерӗшӗ – хушу пама юратакан. Елизавета ятлисен хушшинче ертӳçӗ хӗрарăмсем нумай пулни те çакăнпа çыхăннă, иккен.
– Хӗр ҫуралсан Елизавета тесе çыртарма ӗмӗтленеттӗм. Чи малтан ывăл çуралчӗ, ăна Тимофей ятлă хутăмăр. Халӗ пирӗн хӗрӗмӗр те пулчӗ. Тетӗшӗ Тимофей те, йăмăкӗ Лиза пултăр, терӗ. Ҫапла вара эпир пӗр саслӑн хамӑрăн пӗчӗк хӗр пӗрчи валли ят суйласа илтӗмӗр, – каласа парать Дмитрий.
Район пуçлăхӗ Марат Гафаров Васильевсен ҫемйине телей, ырлӑх-сывлӑх сунчӗ, парнесем пачӗ.
* * *
Районта иккӗмӗш пулса ҫуралнӑ ача – Анат Хураката ялӗнчен Гулияпа Рамиль Миначевсен. Ку хӗр пӗрчи вӗсен çемйинче пиллӗкмӗш ача пулса тӑчӗ.
–Ҫӗпрел районӗ ӗлӗк-ӗлӗкренех вӗт нумай ачаллӑ ҫемьесем йышлă пулнипе мăнаçланнă. Апла пулсан, çак йӑла паян та малалла пырать. Ачасем нумай пулччӑр, ҫемьесенче тăнăçлăх пултӑр. Муниципалитет вара, нумай ачаллӑ ҫемьесен пурнӑҫ условийӗсем хӑтлӑ пулччӑр тесе, мӗн кирлине пурне те тӑвӗ, – терӗ Марат Гафаров, нумай ачаллӑ амӑшне Гулияна саламланӑ май.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев