Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Зариф Алимов ҫуралнӑранпа – 100 ҫул

Геройсен Аллейинче Совет Союзӗн Геройӗ Зариф Закирович Алимов ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ  митинг иртрӗ

Геройсен  Аллейинчи Зариф Алимов бюсчӗ патне пухӑннисем Геройсем çинчен аса илчӗҫ, Çӗнӗ Кахăрлăри тӗп шкулта вӗренекенсем унӑн паттӑрлӑхӗ ҫинчен калаçрӗç тата  Герой бюсчӗ умне чечексем хучӗҫ.

Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров палӑртса иртнӗ тӑрӑх, эпир паттăрсене, вӗсем çинчен аса илӳсене çӗнетсе тăрса вăрçăри паттӑрлӑхӗсене яланах асра тытма тивӗçлӗ.

Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче çӗнтернӗренпе 70 ҫул ҫитнине палăртса иртнӗ кунсенче Герой вӗреннӗ шкула унӑн ятне панӑччӗ. Паянхи кун Ҫӗнӗ Кахăрлăри тӗп шкул Совет Союзӗн Геройӗ Зариф Алимов ятне çӳретет.

Митингра тухса калаçса, Çӗнӗ Кахăрлăри тӗп шкулăн директорӗ Шамиль Абдрахманов ентеш-геройăмăра аса илсе çакăн пек мероприяти йӗркеленӗшӗн пурне те тав турӗ.

Митингра, çаплах, Геройӑн ҫывӑх тӑванӗсем те хутшӑнчӗҫ. Вӗсенчен пӗри – Иршат Закиров. Вӑл митингра хутшӑнакансене  Зариф Алимов ҫинчен хăй çырнă  кӗнекипе кӗскен паллаштарчӗ. Геройӑн çывăх тăванӗ Рамиль Алимов тухса калаçса, хăйӗн паттăр пиччӗшӗпе мӑнаҫланнине тата пирӗн çутă малашлăхăмăршăн фронтра пуç хунă салтаксене тав тунине пӗлтерчӗ.

Кунӑн иккӗмӗш ҫурринче Геройӑн тӑван ялӗнче, Çӗнӗ Кахăрлăра Зариф Алимов ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ мероприяти малалла пычӗ.

 

Справка

Ентешӗмӗр  Зариф Закирович Алимов 2-мӗш Украина фрончӗн 23-мӗш танк корпусӗн 56-мӗш мотострелковӑй бригадӑн мотострелоксен батальонӗн автоматчиксен взвочӗн командирӗ пулать.

Зариф Закирович 1921 ҫулта хресчен ҫемйинче ҫуралнă. 1944 çултан пуçласа КПСС членӗ. Тулли мар вӑтам пӗлӳ илет. Колхозра счетовод, каярахпа тракторист пулса ӗҫлет.

1940 ҫулта Хӗрлӗ Ҫар ретне илеççӗ. 1942 ҫулта кӗҫӗн лейтенантсен курсне вӗçлет.

1945 ҫулхи январӗн 31-мӗшӗнче  вилет. СССР Верховнӑй Совечӗн Президиумӗн 1945 ҫулхи мартăн 24-мӗшӗнчи Указӗпе лейтенанта  Зариф Закирович Алимова вилнӗ хыççăн Совет Союзӗн Геройӗн ятне панӑ. Ăна Венгрире Балатон кӳллин ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫӗ еннелле пилӗк çухрăм инçӗшӗнче пытарнӑ.

Наградисем: Совет Союзӗн Геройӗ, «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медаль, Ленин орденӗ, I, II степеньлӗ Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин орденӗсем, Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев