Тутар литературин классикӗ, иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче Тутарстан çыравçисен союзӗн ертӳçи пулнӑ, фронтовик-поэт Заки Нури ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ мероприяти иртрӗ Гулия Фаизова
Çак мероприятие ТР çыравçисен союзӗн пуçлăхӗ Ракиль Зайдулла ертсе пынипе пысӑк делегаци хутшӑнчӗ. Вӗсен хушшинче Газинур Мурат, Рифат Джамал, Хабир Ибрагим, Радиф Сагди, Мускав хулинчен Ринат Мухамадиев, Ульяновскри тутар ҫыравҫисен союзӗн ертӳçи, пирӗн ентеш Шафик Иматдинов тата культура ӗҫченӗсем пурччӗ.
Мероприяти районти Культура çурчӗ çумӗнчи ҫыравҫӑсен Аллейинче Заки Нури бюсчӗ умне чечек хунипе пуҫланчӗ. Аса илтеретпӗр, Заки Нури ячӗпе бюста 2005 ҫулта вырнаçтарнăччӗ.
Мероприяти вӑхӑтӗнче пирӗн ентеш тӗлӗшпе ӑшӑ сӑмахсем янӑрарӗҫ, унӑн ӗҫӗсемпе пуянлатнă курав ӗçлерӗ, сцена ҫинче Заки Нури сăмахӗсемпе çырнă юрӑсем шӑрантарчӗҫ.
Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров халӑхӑн паллă çынни Заки Нури манӑҫăнманнине, литература енӗпе хăварнă ӗҫӗсем пӗлтерӗшлине палӑртрӗ. Район пуҫлӑхӗ 1998 ҫултанпа районта йӗркеленӗ Заки Нурийӗн премине кăçалхи çул тивӗçлӗ пулнисене пачӗ.
Мероприяти шайӗнче, çавӑн пекех, Заки Нури 100 ҫул тултарнине халалласа сăвă вуласа, ӳкерчӗксем туса, произведенийӗсене онлайн-конкурссенче вуласа ҫӗнтерӳҫӗсем пулнисене те палăртса иртрӗç.
Пухӑннӑ çынсем сцена çине тухса Заки Нури уҫӑ кӑмӑллӑ, сӑпайлӑ, тӳсӗмлӗ пулни ҫинчен, пӗрле ӗҫленӗ ҫулсене аса илсе калаçрӗç. Ентешӗмӗр района çыравçăсене, артистсене час-часах илсе килнине палăртса иртрӗç.
– Тӗлпулӑва пухӑннă ял халăхӗ клуба шăнăçаймастчӗ. Эпир вара, ачасем, паллă поэтсене, юрӑҫсене: Ильгам Шакирова, Альфия Афзалована курса юлма ӗмӗтленеттӗмӗр, – тесе калаçрӗ поэт, историк Иршат Закиров.
Вăрман хуçалăхӗнчен килнӗ представительсем, районта Заки Нури ячӗпе хисепленекен парк туса хурасшӑн пулнине палӑртрӗҫ. Аса илтеретпӗр, Заки Нури – вӑрман ӗрчетес енӗпе те хӑйӗн йӗрне хӑварнӑ ҫын.
Хальхи вӑхӑтра паллă поэтӑн тӑван ялӗнче, Тутар Тӗккинче, унăн йăмăкӗн хӗрӗсем Таскира тата Гульфария (иккӗмӗш ӳкерчӗкре) пурӑнаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех вӗсем те тӑванӗ ҫинчен аса илсе унӑн сӑмахӗсем тăрăх çырнă юрра шӑрантарчӗç.
Пӗтӗмлетсе каласан, ҫак каҫ Заки Нури ӗçӗ-хӗлӗпе ҫыхӑннӑ видеофильм кӑтартни, ентешӗмӗр те çавăнта хăйне, пирӗн хушӑра пуррине туйтарчӗ.
Нет комментариев