Хыпарсем

Юн тымарӗсене йӗркере тытмалла

Врач  Альфия Амирханова чӗрепе юн тымарӗсенче чир, проблема килсе ан тухтăр тесен  куллен усă курма пулакан  ансат канашсем пачӗ.

– Юн тымарӗсене кирлӗ шайра тытассишӗн составӗнче С витамин нумай пулнă апельсин, лимон пек цитруслă çимӗçсем, кӗтмел çырли, хамăрта ӳсекен хура çырла, чие питӗ усӑллӑ шутланать.

Чи малтан апатлану ҫине тимлӗх памалла. Усӑллӑ кӗрпесенчен пӑтӑсем те манăçса пыраççӗ, хатӗр апата, ҫурма фабрикат çине куҫса пыракансем  пур.    Кăлпасси, сосиска пек аш-какай апачӗсене тата сыра тӗс тата тутă парассишӗн вара тӗрлӗ химикатсен веществисене, транжир нумай хушаççӗ, ҫакӑ усӑ панинчен ытларах сиен те кӳме пултарать. Ҫавӑн пекех час-часах усӑ куракан майонеза та чакармалла, пахчаҫимӗҫ салачӗсене ӳсентӑран ҫӑвӗпе, лавкка хӑймипе хатӗрлени анăçлăрах пулса шутланать.

Йывӑр ӗҫре пулнă ҫынна вăй-хăват хушакан, тӗп энерги çăл куçӗ пулнă аш-какай апатне, пулă пӗçернӗ чухне пахчаҫимӗҫ хушса усă курни тӗрӗсрех пулӗ. Рассольник, купăста яшки пек арҫынсем юратса ҫиекен шӳрпесене эрнере пӗр-икӗ хутчен пулсан та хатӗрлемелле. Паллах, вӗсен çумне хушса пӗçернӗ помидор, кишӗр, пылак пӑрӑҫ, сухан та питӗ усӑллӑ. Ҫавӑн пекех хӗл каҫма йӳҫӗтнӗ купӑста ҫини те питӗ усӑллӑ, унта апат-ҫимӗҫе ирӗлтерме  пулӑшакан витаминпа фермент нумай.

Диетологсем ҫупа нумай усӑ курнине ырламаҫҫӗ пулин те, вӗсем организма кирлӗ. Олива, горчица, йӗтӗн, кантӑр, хӗвелҫаврӑнӑш ҫӑвӗ, сивӗ меслетпе пӑчӑртаса кӑларнӑ ҫу, питӗ усӑллӑ, вӗсене ирхине выҫӑ варла пӗр столовӑй кашӑк ӗҫме юрать. Ҫавӑн пекех юна шӗветме таса шывпа усӑ курма сӗнеҫҫӗ, ирхине пӗр стакан ӑшӑ шыв ӗҫмелле. Хура чей вырӑнне лимонпа симӗс чей ӗçсен, апат лайӑхрах ирӗлӗ.

Гранатра та юна шӗветекен паха енсем пур. Хамăрта ӳсекен панулми вара, пирӗн кӗлеткешӗн усӑллӑ, иммун системине ҫирӗплетеҫҫӗ, токсинсене кӑларма пулӑшаҫҫӗ. Аслă çулсенчи ҫынсем нумай аш-какай ҫимеҫҫӗ, калӑпӑр, вӗсемшӗн сӗт-ҫу продукчӗсем, тӑпӑрчӑ, турăх, ряженка усӑллӑ. Ҫавӑн пекех белок ҫӑлкуҫӗ пулса тӑракан кролик ашӗ, чӑх-чӗп, парпа пӗçернӗ пулӑ та. Ҫӑмарта омлечӗпе те эрнере 2-3 хут усӑ курма пулать. Апатра сахӑр тата ҫу нумай хушса пӗçернӗ кондитер изделийӗсене вара мӗн чухлӗ пулнине те чакармалла. Кунсерен рационра усӑллӑ кӗрпе пӑтти пулмалла, пӗр ывăç пулсан та чӗрӗ хӗвелҫаврӑнӑш е шӗшкӗ мăйăрӗ кулленхи рационра пулма тивӗç.

Пирӗн условисенче юна шӗветмелли, юн тымарӗсене тасатмалли чемпион пулса шутланакан ыхрана питӗ мухтаççӗ, аш çинӗ чухне пӗр шăлне пулсан та çимелле.

Тромбӑсенчен хӳтӗленмелли питӗ кирлӗ ӗҫ вӑл – хускану хастарлӑхӗ. Кунӗпех компьютер умӗнче, руль умне ларса, унтан диван ҫине куçакансен чӗрепе юн тымарӗсене питӗ йывӑр условисенче ӗҫлеме тивет. Ҫавӑнпа та май килнӗ таран утма тӑрӑшӑр. Вăй-хал ӗçӗ вара мышцăсене ҫирӗплетет, пуҫ мимине кислорода илсе çитересси ӳснӗҫемӗн ӳссе пырать. Пушӑ вӑхӑт пуррисене вара тӑтӑшах ҫуран уҫӑлса ҫӳрени лайӑх кăтарту парать.


Нет комментариев