Йӑнӑшсан – тӳрлетӗç. Анчах ӑҫта тата мӗнле?!
Наркотиксене – «Çук!»
Ҫӗпрел районӗн прокуратури Кивӗ Упи ялӗнче пурăнакан 57 ҫулхи арҫын тӗлӗшпе уголовнăй ӗҫ енӗпе айӑплав актне ҫирӗплетрӗ. Вăл РФ Уголовнăй Кодексӗн 228 статйин 1 пайӗпе преступлени тунӑшăн айӑпланать.
Ӗҫ материалӗсем тӑрӑх, 2020 ҫулхи июль уйӑхӗнче арҫын Кӗçӗн Упи территорийӗнче кантӑр пуҫтарнӑ. Каярахпа вӑл унран, хăйӗншӗн усă курма 66,5 грамм калăпăшӗнче наркотик веществи хатӗрленӗ.
Сентябрь уйăхӗнче, полици ӗçченӗсем оперативлӑ шырав мероприятийӗсене ирттернӗ вăхăтра, наркотиксене тупаççӗ тата айӑпланакана ҫавăнтах арестлеççӗ. Вăл хӑйӗн айӑпне йышӑнать.
Уголовлӑ ӗҫе Ҫӗпрел районӗн судне пӑхса тишкерессишӗн янӑ.
Кун çинчен ТР Прокуратурин официаллă порталӗ пӗлтерет.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев