Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Ҫын мӗнпур тӗлӗнтермӗше тума пултарать, урӑхла каласан Шланка ялӗнче кустӑрмаллӑ «ДТ» тунă

Ҫӗршыври улшăнусем, экономика кризисӗсен тапхăрӗ, питех те ял тӑрӑхӗсенче колхозсем самантрах çука тухни халӑх хушшинче ӗҫсӗрлӗх кăларса тăратрӗ. Нумайӑшӗ хӑйсен тӗп профессийӗсене улӑштарнӑ, пурнӑҫра урӑх майсем шыранӑ.

Çак лару-тăрусем умӗнче пуç усман, çирӗп характерлă, кирек мӗнле ӗçе те тума пултаракан Радик Махмутовпа тӗл пулнӑ вăхăтра та сăмаха çакăнтан пуçларăмăр.

– Ӗҫсӗр юлнишӗн пăшăрханса ларма тӳрӗ килмерӗ мана. Мӗн ачаранах кил-çуртри ӗҫе юратса ӳснӗрен те пӗр ӗç çине те сӳрӗк пăхман. Аттерен  платник ӗҫне вӗрентӗм, çакă та питӗ лайăх пулчӗ. Эпир ялта арҫынсемпе пӗр ушкӑн йӗркелесе строительство ӗçӗсем пурнăçларăмăр.  Район тулашне тухса кайса ӗçленӗ вӑхӑтсем те пулчӗҫ. Вырӑнти ҫынсем пирӗн ӑсталӑха, йӗркеллӗ пулнине кура тӑтӑшах чӗнетчӗҫ, ертӳҫӗсем ҫӗнӗ объектсем тӑвас енӗпе ӗҫсем паратчӗҫ, – каласа парать Шланка ялӗнче пурӑнакан Радик Махмутов. Ҫемье пурӑнакан ҫурта питӗ пысӑк та илемлӗ туса лартнӑ Махмутовсем. Ӑна тума ют  çӗртен ăстасене чӗнмен, хӑйсен тӑван-хурӑнташӗсемпе хăпартса лартнă.

Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Альберт Мухаррямов каланӑ тӑрӑх, Радик техника тӗлӗшӗнчен те питӗ хастар. Кирек мӗнле маркăллă трактора е автомобиле çӳретме пултарать. Апла кăна та мар, гусеницăллă кивӗ «ДТ-75« маркăллă трактор та кустӑрмаллă пулса тӑнӑ.

Чӑнах та, кун пек тӗлӗнмелле ӗҫе эпӗ хамӑн пурнӑҫра пӗрремӗш хут куртӑм. Алӑк умӗнче тата темиçе единица техника тӑрать. Вӗсен хушшинче «ГАЗ – 66» тата «УАЗ»  санитари машини евӗрлӗ  автомашинӑсем те пур. Халӑха ӗҫпе тивӗҫтерес ӗҫе йӗркелеме пулӑшас программăпа вӑл 2014 ҫулта «Тайга» маркăллă пилорама кӳрсе, йывӑҫ ӗҫе кӗртекен цех уҫнӑ. Йывӑҫсене кӳршӗ Чӑваш Енпе Чӗмпӗр енчи вӑрмансенчен илсе килеççӗ. Ӑна пулӑшма кӗҫӗн шӑллӗ Ранис тата пӗр ял ҫынни килнӗ. Хӑмасем, бруссем ял ҫыннисене кӑна мар, пур енчен килекен ҫынсене те тивӗҫтерсе тăраҫҫӗ. Ҫав ӗҫсене пула вӗсем йывӑҫсем касса сутнӑ, çурса суту-илӗве те кăлараççӗ.

– Заказсем нумай, агрофирмӑна яланах пулӑшатпӑр. Çавăн пекех пӳрт,  мунча пурисем те туса сутатпӑр. Манпа юнашар ӗçлекенсем те питӗ ăста, пур ӗçе те пӗлеççӗ, – тет Радик.

Ӗҫ укҫине те кашни уйӑхра 20 пин тенкӗ илеççӗ иккен.

–Шланка çыннисен ячӗпе тав сӑмахӗсене каласшӑн. Масар валли юмансем, хӑмасем çуртарса килеççӗ, пӗр пус укçа ыйтни те пулман, – тет  калаçăва хутшӑнса ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Альберт Мухаррямов. Каччăсен ăсталăхӗ, ырă ӗçӗ тӗлӗнмелле. Вӗсен тата тепӗр ӗҫ пур – 40 гектар ана çинче пӗрчӗллӗ культурăсем ҫитӗнтереҫҫӗ, удобрени те хываҫҫӗ, пӗр пайӗнче нумай ҫул ӳсекен курӑк акаççӗ. Урпа, тулӑ тата сӗлӗ ҫулсерен лайӑх тухӑҫ парать. Пай çӗрӗсемшӗн те вӑхӑтра шут-хисеп тӑваҫҫӗ. Ял ҫыннисене тырӑ, улӑм тата утӑ та сутаççӗ.

Çӗр лаптăкӗ пур чухне техника та кирлӗ вӗт. Иртнӗ çул «Енисей» маркăллă комбайн туяннă, кӗркунне  çӗрсене хӑйсен кустӑрмаллӑ тракторӗпе кӗрхи ҫӗртме сухи туса хăвараççӗ, ҫуркунне ҫитсен сӳрелеме тухаççӗ.

– Мӑйракаллӑ шултра выльӑх та усратпăр. Ман хуҫалӑхра вунпилӗк вӑкӑр ӳсет. Шăллăм Ранис ултӑ ӗне усрать. Куллен пӗр центнертан ытла сӗт сутать. Ӗçлетпӗр... эпир ял ачисем вӗт, – тет Радик.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев