Уява хатӗрленсе
Çулталăк вӗçленме пӗр эрне кăна вăхăт юлса пырать. Пур çӗрте те Ҫӗнӗ ҫул çывхарса пыни сисӗнет. Ҫутӑ ҫутӑсем, куҫа йӑмӑхтаракан гирляндăсем, лавккасен сентрисем ҫинчи уяв парнисем, капăрлатнă чӑрӑшсем тата мандаринсен ырӑ шӑрши...
Ӗҫ коллективӗсем корпоративсем те ирттерме пуҫланӑ ӗнтӗ. Кӗскен каласан, Ҫӗнӗ ҫула хатӗрленесси районта тулли хăватпа пырать.
Кӑҫал Тӗп чӑрӑш та хӑйне евӗрлӗ илемленчӗ, çумӗнчен ăмсанмасăр иртсе кайма ҫук. Ҫавӑн пекех, районти учрежденисен, организацисен тата предприятисен ӗçченӗсен вӑйӗпе юр кӗлеткисем тунӑ. Ҫаксем пурте Çӗнӗ ҫула кӗтсе илме савăнăçлă кӑмӑл-туйӑм хушаҫҫӗ.
Каçхине Кивӗ Ҫӗпрел ялӗн урамӗсенче тӗрлӗ тӗссемпе ялтăракан ҫӗнӗ ҫул гирляндисен ҫутисем никама та сӳрӗккӗн хӑвармаҫҫӗ. Кашни ҫулах организацисем хăйсен зданийӗсене тӗрлӗрен-тӗрлӗ фантазипе илемлетнине куратпӑр. Зданийӗн фасадне çутатса тăракан çутăсем, электричество юписем ҫинчи ташлакансен силуэчӗсем, ҫӑлтӑр, шӑнкӑравсем куҫа савӑнтараççӗ.
Халӗ ӗнтӗ район ҫыннисем те хӑйсен ҫурчӗсене пӗринчен-пӗри ытларах капӑрлатма тăрăшаççӗ.
Кӗçӗн Чăнлă ялӗ вара уйрăмах тӗлӗнтерет. Унта пурӑнакансем тахçанах ӗнтӗ хӑйсен ҫурчӗсем умне чӑрӑшсем лартнӑ, çурчӗсене тăрри таранах илемлӗ ҫутӑсемпе капӑрлатса хучӗç. Ҫак кунсенче вӗсем юртан кӗлеткесем тӑваççӗ, теҫҫӗ.
– Ҫӗнӗ ҫул – вӑл уяв, ӑна ачасем те, аслисем те кӗтеҫҫӗ, тунсӑхлаҫҫӗ. Ун хыççăн чи вӑрӑм канмалли кунсем пуҫланаççӗ. Ҫакна шута илсе, районта декабрь пуҫламӑшӗнчех хăш организацие юртан мӗнле фигурăсем ăсталамалли, ӑҫта мӗнле гирлянда ҫакмалли, чăрăш лартмалли пирки планларӑмӑр, – тет районти архитектура тата строительство уйрăмӗн ӗҫченӗ Радик Багаутдинов.
Уявӑн тӗп елкине савӑнӑҫлӑн уҫасси те халăх хутшăннипе, Ҫӗпрел районӗнче те илемлӗн йӗркеленсе иртет. Район пуçлăхӗ Марат Гафаров хăйӗн Инстаграмри страницинче, çак уявра ятарлă хăнасем пуласси çинчен те пӗлтернӗччӗ. Тӗп чӑрӑш декабрӗн 24-мӗшӗнче каҫхине 4 сехетре уҫӑлать. Унта районăн чи творчествăллă Хӗл Мучипе Юр пикине те палăртӗç, уяври пек илемлетнӗ автомобильсен парачӗ пулӗ.
Эпир пурте Çӗнӗ ҫултан сюрприз пуласса кӗтетпӗр. Пуриншӗн те савăнăçлă сюрпризсем кăна пулччӑр!
Нет комментариев