Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Ялкăшакан çутăсем пушар сăлтавӗ ан пултăрччӗ

Ҫӗнӗ ҫул уявӗ ҫывхарать. Ку вăл тӗрлӗ ҫутӑсем, салютсем, вӑйӑ-кулӑ мероприятийӗсем те. Уявсем йӗркеллӗ те савӑнӑҫлӑ иртчӗр тесен специалист канашӗсене  сире тимлӗхе илме сӗнетпӗр

01 асăрхаттарать

Кӑҫалхи декабрӗн 20-мӗшӗнчен пуҫласа килес çулăн январӗн 10-мӗшӗччен Ҫӗпрел районӗн территорийӗнче пушара хирӗç уйрăм режим кӗртеççӗ. Ҫӗнӗ ҫул уявӗсен тапхӑрӗнче район ҫыннисен хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтересси унăн тӗп тӗллевӗ пулса шутланать.

– Ҫӗнӗ ҫул уявӗнче чăрăш таврашӗнче бенгаль вучӗсене, фейерверксем ярасси, ҫуртасем ҫунтарасси, петардăсемпе усӑ курасси кăмăллă пулсан та, сыхланмалли майсемпе усă курмасан вӗсем пысăк инкек кӳме пултараҫҫӗ, – тет  Пăва тата Çӗпрел районӗсен енӗпе надзор уйрăмӗн аслă инспекторӗ  Инсаф Шакиров. – Çакă питех те  шкул, ача сачӗсенче ирттерекен мероприятисене тата кафе, лавккасенче илемлетнӗ чӑрӑшсене пырса тивет. Инкек ан пултӑр тесен ансат кăна правилӑсене пурнăçлани паха.

 

Правилăсем

Халăх нумай хутшăнакан уяв мероприятине эвакуацилессишӗн  икӗ тухмалли вырăнӗ пулнă зданийӗн пӗрремӗш е иккӗмӗш хутӗнче ирттерме тивӗçлӗ. Эвакуаци çулӗсем пушартан сыхланмалли требованисене тӳрӗ килни, алăк питӗркӗçӗ шал енчен меллӗ, уçăсăр уçăлмалли услови пулса тăрать. Курăнса тăракан, хăвăрт кăна илмелли вырăнта сахалтан икӗ пушар сӳнтермелли хатӗр пулмалла.

Чӑрӑша зданирен илсе тухма чӑрмантарман вырӑнта ҫирӗп вырнаçтармалла. Лӑссисем урайпа маччаран пӗр метр инçетрех тата ӑшӑтмалли приборсенчен аякрах пулмалла. Электричество гирляндисене заводра туса кăларнисене тата опытлă электромонтер,  хӑрушсӑрлӑх правилисене тӳрӗ килтерсе,  хума тивӗçлӗ. Пралуксем шанчӑклӑ изоляциленнӗ, авăнакан, пăхăр пулмалла, розетка урлă çыхăнмалла. Чăрăша ҫутатнă чухне çитменлӗхсем палăрсан (пралуксем хӗрни, хӗлхем тухни) иллюминацие юсаса пӗтеричченех çутта сӳнтерме тивӗçлӗ.

Костюмсемпе чăрăша эрешленӗ чухне бертолет тӑварӗпе, магни, ытти хăвăрт  ҫунакан япаласемпе усӑ курмалла мар, ҫуртасене, бенгаль ҫутисене, тата  петардăсене уяв вăхăтӗнче çунтармалла мар. Искусственный чӑрӑшсем ялкăшнă чухне наркӑмӑшлӑ япаласем пӳлӗнсе тухаççӗ. Ҫӗнӗ ҫул уявӗсем аслисем асӑрханăвӗнче иртмелле, халӑх йышлӑ пухӑннă вырӑнсенче ертӳçӗ представительсем тата пушартан сыхлас енӗпе яваплӑ ҫынсем пулмалла.

Уяв пулсан, пиротехника хатӗрӗсемпе те усӑ курас килет. Халӗ вӗсемпе республикăн промышленность комплексӗн, транспорт инфраструктури, хутмалли энергипе тивӗҫтермелли объектсенчен 500 метр аякра кӑна усӑ курма ирӗк параççӗ. Пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх объекчӗсем, ял хуҫалӑх предприятийӗсем вырнаçнă тата çын нумай çӳрекен вырӑнсенчен вара çак хушӑ сахалтан та 50 метр пулмалла.

– Район халăхӗ тата килнӗ хӑнасене фейерверксем-салютсем ярассишӗн район тата ял тӑрӑхӗсенче вырӑнсем тумалла, палăртнă вырăнсене пушар надзорӗн управленийӗпе килӗштерсе йӗркелемелле. Ҫӗнӗ ҫул уявӗсене ирттернӗ чухне пушар хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене сыхлас енӗпе рекомендацисем хатӗрлемелле. Ҫак хушусенче талăкӗпе дежурствăра тăрасси, уяв вӑхӑтӗнче яваплӑ ҫынсене палăртасси, уяв мероприятийӗсемшӗн яваплӑ ҫынсене пушар хӑрушсӑрлӑхӗн мерисене вӗрентни, урамри чăрăшсене илемлетнӗ чухне сертификачӗ пулнă гирляндăсемпе кӑна усӑ курмалла.

 Çӗнӗ çул уявӗсене ирттернӗ вăхăтра уйрăм режим кӗртесси çинчен районти Ӗç тӑвакан комитечӗн постановленийӗпе килӗшӳллӗн пиротехника изделийӗсемпе, бенгаль вучӗпе усӑ курмалли вырӑнсене палӑртрӗç.

Вӗсем: автодром территорийӗ – Кивӗ Ҫӗпрелӗн хӗвеланӑҫ пайӗнче, Мирная урамӗнчен 50 метр инçӗшӗнчи вырăн;

Кивӗ Ҫӗпрелӗн ҫурҫӗр пайӗнче – Ҫӗнӗ Ҫӗпрел ялӗ, Тукай урамӗнчен 100 метрта, хир енчелли вырăн;

 «Амфитеатр» территорийӗ – «Амфитеатртан» çурçӗр-хӗвеланăç еннелле, 100 метр инçӗшӗнчи вырăн.

Пиротехника изделийӗсемпе ирӗк паман çӗрте усӑ курнă тӗслӗхсене курсан 112, 01, 02 телефонпа шӑнкӑравлӑр.

Хӑвӑрăн тата ҫывӑх ҫыннӑрсен хăрушсăрлăхӗшӗн тăрăшăр, Çӗнӗ ҫулпа çыхăннă уявсене кăмăллă тата лӑпкӑ ирттерӗр!

 

Темăна малалла тăснă май

Ҫӗнӗ ҫул чӑрӑшӗсене сутассипе интересленекенсен тимлӗхне

Хальхи вӑхӑтра Çӗнӗ ҫул уявӗ умӗн чӑрӑшпа хырсем хатӗрлес тата сутас тапхӑр пуҫланчӗ. Вӗсене сутма хатӗрлес тата сутас енӗпе мӗнле правилӑсемпе требованисем пурнăçланма тивӗçли çинчен «Россельхознадзор»ăн Тутарстан Республикинчи управленийӗн патшалăх инспекторӗ Раиль Абузаров каласа парать.                                           – Чи пирвайхи черетре, çакна асăрхаттарассăм килет, РФăн вăрман хурт-сăтăрçисем енӗпе карантинри фитосанитари  зонисем пулса тăракан  ытти облаҫӗсенчен кӗртнӗ Çӗнӗ ҫул чăрăшӗсене çак регион яваплăхӗн зонине кӗнӗ «Россельхознадзор»ăн территориальлӗ управленийӗ панă карантин сертификачӗсем пулма тивӗçлӗ. Туллинрех информаци илессишӗн «Россельхознадзор»ăн Тутарстан Республикинчи управленийӗн фитосанитари надзорӗн тата тырӑ пахалӑхӗпе вӑрлӑх контролӗн уйрăмӗнчен çак адреспа ыйтса пӗлме пултаратăр: Хусан хули, Оренбург тракчӗ, 20а, ҫавӑн пекех, 8 (843) 277-69-26 телефонпа шăнкăравласа та е shn.tatarstan.ru сайта кӗрсе хушма даннăй илме май пур.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев