Ҫӗпрел районӗнче Паллӑ мар салтак кунне халалланӑ митинг иртрӗ
Ҫак паллă датăна, Раҫҫейре 2014 ҫултанпа, çулсерен, декабрӗн 3-мӗшӗнче палăртса ирттереççӗ. Ăна РФ Президенчӗ 2014 ҫулхи ноябрӗн 4-мӗшӗнче алӑ пуснӑ, «Раҫҫей Çар мухтавӗн кунӗсем тата паллă кунсем ҫинчен» федераллă законпа килӗшӳллӗн йышăннă.
Митингра район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, воин-интернационалистсем, Ӗç тăвакан комитетăн ҫамрӑксен уйрăмӗ тата «Форпостӑн» представителӗсем, район çыннисем хутшӑнчӗҫ.
– Çак кун – паллӑ мар паттăрсен кунӗ. Вӗсем ҫӗр ҫинчи тăнăç пурнăç тӑвассишӗн хӑйсен пурнӑҫне панӑ. 4,5 миллион ытла салтакăн ячӗ паллă мар пулса юлнă, вӗсене тӑванла масарсенче пытарнӑ. Паян шыравҫӑсем ҫав геройсене шырас тата вӗсене çӗнӗрен пытарас енӗпе малалла ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсен хушшинче Ҫӗпрел районӗнчен те салтаксем пур. Эпир вӗсен ячӗсене пӗлместпӗр, анчах вӗсен паттӑрлӑхне эпир асра тытма тивӗçлӗ, – тесе палӑртрӗ Марат Гафаров.
Ветеран воин-нтернационалистсен совечӗн ертӳçи Виктор Петухов палăртса иртнӗ тăрăх, Паллӑ мар салтак кунӗ ячӗпе Сергий Радонежский храмӗнче, çаплах, Кивӗ Çӗпрел ялӗнчи мечӗтсенче кӗлӗсем вуланă.
Çак кун воин-интернационалист ветерансем хушшинче шашка енӗпе турнир та йӗркеленӗччӗ. Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров вӗсем мӗнпур мероприятисенче активлă пулнине çирӗплетрӗ, ҫитӗнекен ӑрӑва патриотла воспитани парас енӗпе ӗҫӗсемшӗн тав турӗ.
Справка
Паллӑ мар салтак кунӗ – ҫапӑҫу юхăмӗсенче вилнӗ, çав вăхăтрах вӗсен ячӗсем паллӑ мар пулса юлнă Совет тата Раҫҫей салтакӗсен вилӗмсӗр паттӑрлӑхӗсем çинчен астăвăмсене ӗмӗрлӗхех хӑварас енӗпе мероприяти вăл. Декабрӗн 3-мӗш кунне те ӑнсӑртран кăна суйламан. Шӑпах 1966 ҫулхи декабрӗн 3-мӗшӗнче, Мускав патӗнче нимӗҫ ҫарӗсене аркатса тӑкнăранпа 25 ҫул ҫитнӗ тӗле, Ленинград шоссин 41-мӗш ҫухрӑмӗнче (Зеленоград хулине кӗмелли вырӑнта), вилнӗ совет салтакӗсен тата тăванла масара пытарнă паллӑ мар салтаксен шăммисене Мускав Кремлӗ стени патӗнчи Александровски садне илсе килнӗ. Паллӑ мар салтак вилтӑпри ҫине лартнӑ плита ҫине ҫакӑн пек сăмахсем ҫырнӑ: «Яту санӑн паллӑ мар. Паттӑрлӑху ӗмӗрлӗхе».
Нет комментариев