Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Волонтёрсен ӗçӗ – сăваплă ӗç

«Созидание» çамрăксен клубӗнче район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров волонтёрсемпе тӗл пулчӗ

Çак мероприяти çулсерен палăртса иртекен Пӗтӗм Тӗнчери волонтёрсен кунӗ йӗркипе иртрӗ. Зала çак мухтавлă ӗçе чӗре хушнипе ирӗклӗ майпа пурнăçлакан темиҫе теҫетке çамрăка, ӗҫ коллективӗсен представителӗсене тата аслă çулсенчисене йыхравланăччӗ.

– Кирек мӗнле ырӑ инициатива, пуринчен те малтан, хисеплес туйăм вăратать. Ҫакăншăн ырӑ ӗҫсем тумалла, ҫынсене юратмалла. Ырă ӗç вара, яланах ырă пулса сан патна таврӑнать, – терӗ район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров торжествăлла мероприятие уçнă вăхăтра.

Ҫӗпрел районӗнче «Эпир пӗрле» Пӗтӗм Раççейри пулăшу паракан акци юхăмӗ йывӑр лару-тӑрура юлнă ҫынсене пулӑшас текен 150ран ытла ирӗклӗ тата пуçаруллă граждансене пӗрлештерет. Март уйӑхӗнчен пуҫласа паянхи кунччен волонтёрсем темиҫе ҫӗр заявкăна тивӗҫтерчӗç. Кунта пулăшу кирлӗ пулнисене эмелсем, апат-ҫимӗҫ продукчӗсем кӳрсе парасси пек ырă ӗçсем кӗреççӗ. Унсӑр пуҫне, сахал тупăшлă, нумай ачаллӑ ҫемьесене, пенси çулӗнчисене икӗ пинрен ытла тӳлевсӗр апат-çимӗç пуххи салатнă.

«Созидание» çамрӑксен клубӗ çумӗнчи волонтерсен кружокӗн те ырă ӗçӗсем мухтава тивӗҫлӗ. Çак кружока ачасем тата ҫамрӑксем питӗ активлă ҫӳреҫҫӗ. Вӗсем пӗччен пурӑнакан аслă çулсенчи ҫынсене хуҫалӑх ӗҫӗсенче пулӑшаҫҫӗ, тӗрлӗ мероприятисем, акцисем тата флешмобсем йӗркелеме, ирттерме пулӑшаҫҫӗ.

Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров мӗнпур волонтёрсене  тав турӗ. Ырă ӗçӗсемпе пулăшу кирлӗ пулнă çынсене пулăшу кăтартнă çӗрте уйрăмах тăрăшулăх хунă тата волонтёрсен юхӑмне аталантарнă çӗрте пысӑк пай кӗртнӗ пӗр ушкăн волонтерсене Тав çырăвӗсем пачӗ. Вӗсен хушшинче спорт шкулӗн инструктор-методисчӗ Рамиль Айсин, 1 номерлӗ «Солнышко» ачасен садӗнчи воспитатель Лейсан Валиахметова, Кивӗ Тăваньел ял клубӗн заведующийӗ Вячеслав Васильев, килӗсене кайса социаллă пулăшу кăтартас енӗпе уйрăмăн заведующийӗ Махабат Еникиева, «Созидание» çамрăксен клубӗн обществăпа ӗçлес енӗпе педагог-организаторӗ Румия Идиатуллина тата районти тӗп больницӑн офтальмологи кабинечӗн медсестри Ильнара Насыбуллина пурччӗ.

Волонтёрсен ӗҫӗ-хӗлӗнче хастар хутшӑнакан шкул ачисем те Тав çырăвӗсене тивӗҫлӗ пулчӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев