Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Ветерана аса илчӗç

Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче çӗнтернӗренпе 76 ҫул ҫитнине уявлас умӗн, Раççей Шалти ӗçсен министерствин Ҫӗпрел районӗнчи уйрăмӗнче Ильшат Идияуллинпа тӗл пулу иртрӗ.

Ильшат Идиятуллин – районти шалти ӗçсен уйрăмӗнче нумай çул ӗçленӗ Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗн ывӑлӗ Шариф Идиятуллович Идиятуллинăн ывăлӗ.

Тӗлпулӑва Ҫӗпрел районӗнчи шалти ӗçсен министерствин ветерансен совечӗн ертӳçи Фариз Шакиров йӗркеленӗ. Тӗлпулу пынă вăхăтра  Раççей Шалти ӗçсен министерствин Ҫӗпрел районӗнчи уйрăмӗн начальникӗ, полици подполковникӗ Раиль Гатауллин Ильшат Шарифзяновича ҫывхарса килекен уявпа – Ҫӗнтерӳ кунӗпе тата уйрăммăн хăй ятӗнчен саламларӗ, ăна сывлӑх, телей тата вӑрӑм ӗмӗр сунчӗ, ашшӗн пысӑклатнă сӑн ӳкерчӗкне парнелерӗ. 1910-1920 ҫулсенче Анат Чакăри пуҫламӑш шкулта вӗренет. 1925-27 ҫулсенче стрелок дивизийӗн 22-мӗш полкӗнче служить тăвать. 1927-30 çулсенче  Хулаçырми вулӑсӗнче милиционер, 1930-33 çулсенче районти шалти ӗҫсен уйрăмӗнче преступниксене шырас енӗпе уполномоченнăй представитель, 1933-41 çулсенче районти тӗрлӗ организацисенче ертӳҫӗ пулать. 1941-45 ҫулсенче 117-мӗш стрелковӑй полкӑн уйрăм  пайӗн пуçлăхӗн пулăшаканӗ пулса служить тăвать. Вăрçăри наградисем: «Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр» орденӗ, «Варшавăна  ирӗке кӑларнӑшӑн», «Берлина илнӗшӗн», «1941-45 çулсенче Германие çӗнтернӗшӗн» медальсем. Виçӗ хутчен суранланнă.

1944-50 ҫулсенче Çӗпрелӗнчи инкубатор станцийӗнче директор пулса ӗçлет, тивӗçлӗ канăва та унтанах

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев