Вӗçсӗр юмах
Аслӑ Аксу тулли вӑтам шкулӗнче 4-мӗш класра вӗренекенсен пултарулăхӗ (Вӗрентекенӗ – Алена Осипова)
Кушакпа йытӑ урама уçӑлма тухрӗç тет. Кушак йытӑ çине сикрӗ те сӑмсине чӗрсе илчӗ. Йытӑ нӑйкӑшса килнелле чупрӗ тет. Хирӗç çынсем килеççӗ тет.
– Йытӑ, йытӑ! Мӗншӗн нӑйкӑшатӑн? – тесе ыйтаççӗ унран.
– Мӗншӗн нӑйкӑшас мар-ха манӑн? Кушак манӑн сӑмсана чӗрсе илчӗ, - тет йытӑ.
– Кушак, кушак! Йытӑ сӑмсине мӗншӗн чӗртӗн эсӗ? – тесе ыйтаççӗ çынсем.
– Мана хурсем хӑратрӗç, – тет кушакӗ.
– Хурсем, хурсем! Мӗншӗн кушака хӑратрӑр? – теççӗ çынсем.
– Пире хуçа майри шыв ӗçтермерӗ, – теççӗ хурсем.
– Хуçа майри, хуçа майри! Хурсене мӗншӗн шыв ӗçтермерӗн? – тесе ыйтаççӗ çынсем.
– Ман пусӑра шыв пӗтрӗ, – тет хуçа майри.
Полина Унискова.
Пыл юмахӗ
Пӗррехинче кашкӑрпа упа йывӑç çине хӑпарчӗç те тимлӗн пӑхса лараççӗ тет. Ларсан-ларсан упа савӑнӑçлӑн мӗкӗрсе ячӗ тет: «Вӗлле хурт йӑвине тупрӑм, часах пыл çийӗпӗр!» Унтан вӗсем йывӑç çинчен васкаса анчӗç тет. Ансанах пыл чӗресне йӑтнӑ тилле тӗл пулчӗç тет.
– Тилӗ, тилӗ, ӑçтан çав тери нумай пыл тупрӑн? – тесе ыйтаççӗ упапа кашкӑр.
– Çывӑхри йывӑç çинчен илтӗм, – тет тилӗ тус.
– Сана кам илме каларӗ? – теççӗ лешсем.
– Мана пакша илме каларӗ, – тет тилӗ.
Вара упапа кашкӑр пакша патне çул тытрӗç. Часах вӗсем пакша патне те çитрӗç.
– Пакша, пакша, эсӗ мӗншӗн тилле пирӗн пыла илме каларӑн? – теççӗ упапа кашкӑр.
– Мана шӑши пыл илме хушрӗ, – тет пакша.
Часах упапа кашкӑр шӑши патне те çитрӗç тет.
– Шӑши, шӑши, мӗншӗн пакшана пирӗн пыла илме каларӑн? – теççӗ лешсем.
– Ман çиес килчӗ, – тет шӑши.
Фёдор Унисков.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев