«Ак Барс Банк» Ҫӗпрелӗнчи хушма офисăн коллективӗ «Эпир сывлăха суйлатпăр» конкурсăн ҫӗнтерӳҫи пулчӗ.
Ҫӗпрелӗнчи хушма офисăн ӗҫченӗсене çак çӗнтерӳпе «Ак Барс Банк» обществăн офисӗн ушкӑнӗн ертӳҫи Ильдар Нигматзянов саламларӗ.
Вӑл хушма офисăн ертӳҫине Владимир Артемьева «Эпир сывлӑха суйлатпăр» конкурсра хастар хутшӑннӑшӑн тата «Ак Барс Банк» клиенчӗсен сывлӑхӗшӗн тӑрӑшнӑшӑн, ҫавӑн пекех Банкра ӗҫлекенсене пурне те Барс мӗлкине ӳкернӗ свитерсем пачӗ.
«Ак Барс Банк» обществăн районти хушма офисӗнче Çӗпрел ҫыннисене 7 ӗҫчен ӗçлӗ пулăшу кăтартать. Коллектив ҫӗр процентпа, районта чи малтан, вакцинаци иртнӗ.
Нет комментариев