Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ҫурхи призыв вӗҫленчӗ

Кӑҫалхи ҫурхи призыв вăхăтӗнче Раҫҫей ҫарӗн речӗсене районăн 42 каччи туллилентерчӗ

Июлӗн 4-мӗшӗнче П.В.Дементьев ячӗллӗ паркран призывниксен юлашки ушкӑнне Шланка ялӗнчен Альфред Ахмерова, Иван Нурутдинова, Кивӗ Ҫӗпрелӗнчен Даниф Шарафутдинова, Радик Ишмухаматова, Чӑваш Паснапуçӗнчен Валерий Мартынова, Ҫӗнӗ Упи ялӗнчен Николай Николаева, Кивӗ Чукал ялӗнчен Ильнур Шайхаттарова, Çӗнӗ Ҫӗпрелӗнчен Ильназ Шарукова çурхи призывпа Раҫҫей Федерацийӗн Хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйӗсен ретне ăсатрӗç.

Маларах, июнӗн 30-мӗшӗнче, Анат Хураката ялӗнчен Ильяс Алтынбаева, июлӗн 2-мӗшӗнче Кивӗ Çӗпрел ялӗнчен Ильназ Айнуллова, Кивӗ Йӗлмел ялӗнчен Владислав Никишкина, Ҫӗнӗ Тăваньел ялӗнчен Марсель Садеева тата Ҫӗнӗ Ишлӗ ялӗнчен Фирдус Фаисханова ăсатнăччӗ.

Тӑван çӗршыва хӳтӗлекенсене ăсатмалли мероприятире районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Данис Сатдинов, районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен çумӗ Айрат Залялов, ял тăрăхӗсен пуҫлӑхӗсем, ашшӗ-амӑшӗсем, тӑванӗсем тата тусӗсем хутшӑнчӗҫ. Каччăсем ӳт-пӳ енчен ҫирӗп те вӑйлӑ, мораль тӗлӗшӗнчен те вӗсем ҫара кайма хатӗр. Вӗсенчен нумайӑшӗ професси илме, хӑшӗсем вара ӗҫлеме те ӗлкӗрнӗ.

Данис Сатдиновпа Айрат Залялов пулас салтаксене чӗнсе каласа, ҫарта салтаксем валли хӑтлӑ условисем йӗркеленине, халӗ телефонсемпе усӑ курма май пуррине палӑртрӗҫ, вӗсене ашшӗ-амӑшӗсем ҫинчен ан манччăр терӗç, час-часах шӑнкӑравласа тăма, ҫар службинче ăнăçусем тума, шанчӑклӑ туссем тупма сӗнчӗҫ. Ҫавӑн пекех, вӗсем пулас салтаксен ашшӗ-амӑшӗсене тивӗçлӗ ывăлсем пăхса ӳстернӗшӗн тав турӗç.

Район пуҫлӑхӗн ячӗпе пулас салтаксене укҫалла парнесем пачӗç.

 

Малалла тăсса

Кӑҫалхи ҫуркунне Раҫҫей ҫарӗсен ретне Ҫӗпрел районӗнчи 42 каччă туллилентерчӗ. Призыв тапхӑрӗ лӑпкӑ иртрӗ.

Пӑвапа Ҫӗпрел районӗсен ҫар комиссариачӗн представителӗ Нуршат Салихова каланӑ тӑрӑх, сентябрь пуҫламӑшӗнчен республикӑри ҫар комиссариачӗсем 2022 ҫулхи кӗрхи призыва хатӗрлеме тытӑнаҫҫӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев